Мeн авалтан чaвашсем ака-сухара вaй парса тaнa хaватсене тав туса, акса-лартса хaварнине аван пуçтарса илме ыйтса Акатуйне ирттернe.Пeлтeр Раççейри чaвашсен Акатуйe пeрремeш хут Крымра иртрe. Кaçал вара Иркутск хулине — Байкал кÿлли патнех çитесшeн. Чaваш Енeн сумлa делегацийe паян çÿлçÿреве тухса кайрe.