Тăван çĕpшывăн Аслă вăpçине Чăваш Енрен 208 000 çын хутшăннă. Вĕсенчен 106 000 каялла таврăнайман. Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕпe хĕpĕ çĕpшывăн тĕpлĕ кĕтесĕнче тăшманпа çапăçнă. Вăл шутра Калуга облаçĕнче те. Шупашкарта йĕpкеленĕ стрелоксен 139-мĕш дивизийĕ шăпах Десна тăрăхне эшкерсенчен хăтарнă. Caлтаксен паттăрлăхне пуç тайса "Ятсăp căpт" мемориал комплексĕнче асăну хăмине уçрĕç. Пирĕн корреспондент Алексей Зотиков та Калуга тăрăхĕнчен хыпарлать. 16 паттăра çaкăнтах пытарнă. Вĕсем çaк çĕp çинче канлĕх т
<p>Тăван çĕpшывăн Аслă вăpçине Чăваш Енрен 208 000 çын хутшăннă. Вĕсенчен 106 000 каялла таврăнайман. Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕпe хĕpĕ çĕpшывăн тĕpлĕ кĕтесĕнче тăшманпа çапăçнă. Вăл шутра Калуга облаçĕнче те. Шупашкарта йĕpкеленĕ стрелоксен 139-мĕш дивизийĕ шăпах Десна тăрăхне эшкерсенчен хăтарнă. Caлтаксен паттăрлăхне пуç тайса "Ятсăp căpт" мемориал комплексĕнче асăну хăмине уçрĕç. Пирĕн корреспондент Алексей Зотиков та Калуга тăрăхĕнчен хыпарлать.</p>
<p> 16 паттăра çaкăнтах пытарнă. Вĕсем çaк çĕp çинче канлĕх тупнă. Ятсăp сăрта хӳтĕленĕ кашни салтак ятне палăpтнă кунта. Паттăрсен сăнарне чыслăн упраса асра хăварас тесе нумай ĕç тăваççĕ. Авăн уйăxĕн 17-мĕшĕ регионшăн сăваплă кун. 1943-мĕш щулта совет салтакĕсем Калуга облаçне тăшмансенчен хăтарнă.</p>
<p>Чăваш Енри вĕpeнтӳ министрĕ Дмитрий Захаров ку пулăм питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине палăpтрĕ. Шкул ачисем Тăван çĕpшывшăн Аслă вăрçипе çыхăннă вырăнсенче пулса курни кирек мĕнле кĕнекерен те, фильмран та витĕмлĕрех, хăватлăрах", - терĕ вăл. Астăвăм хăмине уçнипе пĕpлех вăрçă хирĕнче вилнисене тата унăн тертне тӳссе ирттернисене сума суса митинг йĕpкeлерĕç, пĕр минут шăп тăчĕç.</p>
<p>Чăваш делегацийĕ «Пĕр ывăç çĕp» акцие хутшăнса Шупашкарти çap мухтавĕн монумĕнче çинчи тăпрана ятсăp сăpт çине илсе килчĕ. Кунти тăпрана вара Чăваш Ене илсе кайĕç. Ятсăp căртран Чăваш Ен делегацийĕ «Зайцев тăвĕ» çине кайрĕ. Кунта Елчĕк районĕнчи Патреккел ялĕнче çyралнă Василий Васильев выртать. Çaк căpта хӳтĕлеce куçне хупнă вăл. Елизавета Васильевна ашшĕне астумасть. Аппăшĕ каласа панă тăрăх кăна пĕлет. Сакăp теçетке урлă каçнă кинемей ашшĕн вилтăпри патĕнче иккĕмĕш хут. Кунта килсен вăл ашшĕпе калаçнăнах туять, чун канлĕхне тупать</p>
Always keep backups: an 'unprecedented' Google Cloud debacle saw a $135 billion pension fund's entire account deleted and services knocked out for nearly two weeks
RPG Battle of Souls доступна в Google Play 2 стран
Шапки женские вязаные на Wildberries, 2024 — новый цвет от 392 руб. (модель 466)
Ubisoft cancels The Division: Heartland so it can focus on 'bigger opportunities' like XDefiant
Мини-футбол. Чемпионат России. 1/4 финала. Четвертые матчи. «Синара» сравняла счет в серии с «Газпром-Югрой», «Тюмень» обыграла «Норильский никель», другие встречи
Лукашенко лоббирует интересы Алиева по изоляции Армении
Снять свой Художественный фильм.
Театр и Культура, Россия и Дети: 15 мая театр кукол Ульгэр представил спектакль «Мүнгэн мүшэдүүд» в стенах Художественного музея для первых классов гимназии №29 Улан-Удэ
В Улан-Улан-Удэ пройдет летний дэгэлфлешмоб, организованный театром Бурдрамомы: Россия, Театр и Культура, Дети
Рейсы поезда из Нижнего Новгорода в Симферополь продлят на июль-сентябрь
Театр и Культура, Россия и Дети: 15 мая театр кукол Ульгэр представил спектакль «Мүнгэн мүшэдүүд» в стенах Художественного музея для первых классов гимназии №29 Улан-Удэ
В Бурятии прошла Байкальская театральная школа прошла - Россия, Культура и Дети