Терроризма хирĕç
![Терроризма хирĕç](http://www.ntrk21.ru/../UserFiles2019/video/202209/66(31).jpg)
Сăмах хĕç-пăшал евĕрех. Унпа çынна вĕлерме те, çăлма та пулать. Калем ăстисемшĕн çак каларăш уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви Чăваш Республикин Пуçлăхĕн администрацийĕпе пĕрле хаçат-журналта, радио тата телекуравра ĕçлекенсене, интернет-кăларăмсене хатĕрлекенсене, тĕрлĕ пресс-службăра вăй хуракансене пухса «Пурте пĕрле терроризма хирĕç» вĕрентӳ семинарĕ ирттерчĕ. Район, республика шайĕнче тухса тăракан массăллă информаци х

Сăмах хĕç-пăшал евĕрех. Унпа çынна вĕлерме те, çăлма та пулать. Калем ăстисемшĕн çак каларăш уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви Чăваш Республикин Пуçлăхĕн администрацийĕпе пĕрле хаçат-журналта, радио тата телекуравра ĕçлекенсене, интернет-кăларăмсене хатĕрлекенсене, тĕрлĕ пресс-службăра вăй хуракансене пухса «Пурте пĕрле терроризма хирĕç» вĕрентӳ семинарĕ ирттерчĕ.

Район, республика шайĕнче тухса тăракан массăллă информаци хатĕрĕсенче, тĕрлĕ ведомствăра тăрăшакан 70 ытла çын терроризмпа кĕрешмелли меслетсем çинчен хатĕрленĕ семинара хутшăнчĕç. Ăна çулсерен ирттереççĕ, çапах та йĕркене пăсакансем те пĕр вырăнта тăмаççĕ – цифра технологийĕсене хăвăрт алла илеççĕ.

Терроризма хирĕç кĕрешекен комисси пайташĕсем тĕрлĕ кăларăмсенче ытларах патриотлăх, паттăрлăх темисемпе хатĕрленĕ материалсем курăнмалла тенĕ. Экстремистсем, нацистсем çинчен йĕркеленĕ трансляцисемшĕн, вĕсен паллисем пирки каласа кăтартнăшăн саккун умĕнче çирĕп явап тыттарасси çинчен асăрхаттарчĕç. Терракт тухнине пĕлсенех информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансен ăна сарма васкамалла мар, чи малтанах хыпар ăçтан камран палăртмалла, информаци чăнлăхне тĕрĕслемелле. Фейк, суя хыпар пĕлтерекен массăллă информаци хатĕрĕсен малашнехи ĕçĕ-хĕлĕ тумхахлă, вĕсене чарса лартма та пултараççĕ. Социаллă сетьре тĕрлĕ киревсĕр комментарисем çыракансене те пуçран шăлмĕç. Журналистсемпе пресс-службăра тăрăшакансене малашне те çынсем умĕнче яваплăха туйса ĕçлеме сĕнчĕç, материалсем хатĕрленĕ чухне кашни сăмаха виçсе çырмаллине тепĕр хут аса илтерчĕç.