Пысăк чыс та мăнаçлăх
Кадет пуласси – пысăк чыс та мăнаçлăх. Патриотла воспитани парасси – паянхи шкулăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Çак тĕлĕшпе вĕренӳ учрежденисенче кадет класĕсем уçни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Архипов генерал-майор ячĕллĕ кадет шкулĕ ку енпе уйрăмах тимлĕ. Пĕлӳ çурчĕ Шалти ĕçсен министерствипе тачă çыхăнса ĕçлет. Кунта тăтăшах семинарсем, ăсталăх лаççисем йĕркелеççĕ.
Автомат кадетсен аллинче вăр-вар куçать. Ачасем пăшал сӳтес, пуçтарас енĕпе куллен ăсталăха туптаççĕ. Кунти вĕренекенсем – пулас хӳтĕлевçĕсем. Вĕсене Тăван çĕршыва юратма вĕрентеççĕ. Пĕрремĕш класранах кадет шкулĕнче çирĕп йĕркене хăнăхтараççĕ.
АНЖЕЛА ЕРМОЛАЕВА: «Кашни кун саккăр валли эпир шкула килетпĕр. Малтан пирĕн построени пулать. Кайран эпир уроксене каятпăр. Пирĕн кашни кун расна секци пур. Эпир ташлатпăр, маршировать тăватпăр. Вышивка та пирĕн пур».
Кадетсем 17:00 сехетченех шкулта. Тĕрлĕ кружоксенче пĕлӳ илеççĕ вĕсем. Сăмахран, ют чĕлхесене тĕпчеççĕ, хĕç-пăшалсăр хӳтĕленме вĕренеççĕ. Тĕрĕс тапăнма тата хӳтĕленме полици подполковникĕ вĕрентет. Кадетсене криминалистсен ĕçĕпе паллаштарчĕç, çар топографине тишкерчĕç, çул çӳрев йĕркисене Шупашкар урамĕсенче тухса тĕплĕн шĕкĕлчерĕç.
СВЕТЛАНА ПЕТРУШКИНА: «Шалти ĕçсен министерствипе те эпир тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Пирĕн шăпах çав кружоксене пакунлă çынсем ертсе пыраççĕ. Вĕсем пирĕнпе ĕнтĕ кашни мероприятисене килсе çӳреççĕ. Халĕ ĕнтĕ пĕлме чи интереслĕ «Разговоры о важном» калаçăва чĕнетпĕр».
Пĕрремĕш кадет класне ку шкулта 2007 çултах уçнă. Халĕ вĕсем çирĕм çиччĕ. Кадет юхăмĕн тĕп тĕллевĕ яшсемпе хĕрсене хĕсмете тата йĕрке хуралçи пулма хатĕрлесси. Шкул саккинченех пулас профессине тишкерсен ĕçлеме ансатрах пулассинче иккеленмеççĕ пĕлӳ çуртĕнче.