Добавить новость
ru24.net
Все новости
Март
2023

Ачаран - пулăшу

 

Пысăк чунлă шкул ачи. Шăмăршă тăрăхĕнчи Денис Егоров пирки çапла каламалла. Çамрăк ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли парне хатĕрленĕ. Мĕскер? Кун пирки – малалла.

Денис Егоров 15 çулта. Вăл Шăмăршăри шкулта вĕренет. Пушă вăхăтра хоккейла выляма юратать, йĕлтĕрпе ярăнать. Ачан тăванĕсен йышĕнче хăйĕн пурнăçне çарпа çыхăнтарнисем пулман. Тĕслĕх вырăнне хума пултарни те çук. Апла пулин те Денис çак çул çине тăрас ĕмĕтпе пурăнать. Чĕмпĕр тăрăхĕнчи çул çӳрев унăн шухăшне улăштарать.

ДЕНИС ЕГОРОВ: «Эпĕ аннесемпе Ульяновскине кайса килтĕм те военный техникăсем куртăм. Шутларăм та каяс тесе кадетский класа. Шкул пĕтерсен армине каятăп. Арми хыççăн контракта. Контракта хамăрăн çĕршыва хӳтĕлеме каятăп».

Патриот туйăмĕ каччăн вăйлансах пырать. Хальхинче вăл тимĕр-тăмăр, кивĕ хут пуçтарать. Уйăх ĕçлесе пухăннă укçана та вăл салтаксем çине ярать.

ДЕНИС ЕГОРОВ: «Эпĕ мотоцикл илме металлоллом пухрăм, анчах мотоцикл илмерĕм, илтĕм тепловой пушка хамăрăн салтаксем валли, вĕсене ăшă пултăр тесе».

«Эпир ăшă вырăн çинче çывăрнă чухне салтаксем çĕр пӳртре. Сывлăша автономлă ăшăтакан хатĕр вĕсене кăштах та пулин пулăшатех», – тет пулас çĕршыв хӳтĕлевçи. Çамрăкăн парнине çывăх вăхăтра ятарлă çар операцине хутшăнакансем патне илсе çитереççĕ. 




Moscow.media
Частные объявления сегодня





Rss.plus




Спорт в России и мире

Новости спорта


Новости тенниса
Андрей Рублёв

Рублев вышел в четвертьфинал теннисного турнира в Роттердаме






Юных изобретателей Поморья приглашают к участию в конкурсе научно-технического творчества «ШУСТРИК»

Как общественники Выхино-Жулебино помогают поддерживать порядок в районе

В Италии сообщили, что Илич прилетел в Москву, где продолжает переговоры со «Спартаком»

Первый научный диктант "Наука во имя победы" написали подростки из 72 регионов