Добавить новость
ru24.net
Все новости
Март
2023

Тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен конкурсĕ

«Тăван чĕлхесĕр – чăн-чăн пĕлӳ çук» тенĕ чăвашсене çутта кăларнă Иван Яковлев. Çитĕнекен ăрăва халăх культурипе, ăс-хакăл пуянлăхĕпе паллаштарас, тăван чĕлхене юратма хăнăхтарас тивĕçĕн пысăк пайне педагогсем пурнăçлаççĕ. XXI-мĕш ĕмĕрте вĕсем хăйсен ĕçне епле йĕркелеççĕ? Мĕнлерех вĕрентӳ меслечĕсемпе усă кураççĕ? Çак ыйтусен хуравне пĕлме пирĕн ĕçтеш Юлия Адюкова «Тăван чĕлхепе литературине чи лайăх вĕрентекенсен» ăмăртăвĕн республика тапхăрне çитсе килчĕ.

«Театр вешалкăран пуçланать» пулсан, вĕрентекенсен ăмăртăвĕ вара çак пӳлĕмрен. Кунта пăлхану, хавхалану тата ытти туйăм та хуçаланать. Тӳресене тĕлĕнтерме, ачасене кăсăклантарма кам шăрттан илсе килнĕ, кам вара чăматан йăтса килме те ӳркенмен.

АЛЕВТИНА ТАКИНА: «Класс сехетне эпĕ пĕр слайд тумасăр ирттерес терĕм, мĕншĕн тесен хальхи ачасем вĕсем компьютерта та лараççĕ, телефонсемпе те усă кураççĕ, телефон ăшне кĕрсе кайнă теме те пулать. Усă курмалли ĕçсем манăн пĕтĕмпех чемоданра. Эпĕ ачасене чемоданран кăлара-кăлара тĕлĕнтеретĕп».

Алевтина Такинан асамлă чăматанĕнче чăваш халăхĕн пунялăхне кăтартакан япаласем упранаççĕ. Вĕсенчен пĕри Иван Яковлевăн халалне янраттаракан аудиохатĕр. Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн халалне тăван чĕлхепе литературине пĕлӳ паракан кашни çынах хăйĕн чĕринче упрать. Ăмăртура вĕсем çакна тепĕр хут çирĕплетеççĕ. Конкурсăн пĕрремĕш кунĕнче педагогсен урок тата класс сехечĕ ирттермелле. Канаш хулинчи 3-мĕш шкулта чăваш чĕлхине вĕрентекен Ирина Николаева ачасемпе калаçма патриотлăх темине суйласа илнĕ. Класс сехетне вăл вăйă евĕр йĕркелерĕ.

ИРИНА НИКОЛАЕВА: «Тĕрлĕ уяв ирттеретпĕр, уроксем тĕрлĕрен ирттеретпĕр, интерактивпа усă куратпăр питĕ анлă. Тĕрлĕ викторина-конкурса пирĕн шкулта чăваш чĕлхипе яланах иртеççĕ. Эпĕ ку конкурсра 2-мĕш хут. Пĕрремĕш хутра эпĕ, шел пулин те, çĕнтереймерĕм. Паян çĕнтерессе шанатăп».

Елчĕк тăрăхĕн чысне хӳтелекен Любовь Адюкова шкулта 19 çула яхăн ĕçлет. «Ачасемпе пĕр чĕлхе тупас тесен вĕсемпе пĕр хум çинче пулмалла», – тет вăл. Урокра вĕрентекен анне сăнарĕ тавра калаçрĕ.

ЛЮБОВЬ АДЮКОВА: «Çуркуннепе аннене танлаштартăм, хĕвелпе аннене танлаштартăм тата çакăн пек пĕчĕк çăмхапа аннене танлаштарма пултартăм. Вĕсем аннен ăшшине, аннен алли еплерех çемçе иккенне туйма пултарчĕç. Хула шайĕнчи ачасемпе ял шайĕнчи ачасене танлаштарсан хула ачисем япăх калаçаççĕ тесе калас килмест ман пĕрре те».

Конкурса муницпалитетсенчи 19 педагог хутшăнать. Вĕсен йышĕнче чăваш, вырăс тата мордва чĕлхисене вĕрентекенсем.

ЮРИЙ ИСАЕВ: «Федераци шайĕнче хутшăнакан, ирттерекен конкурссенче пирĕн педагогсем хутшăнса яланах е 1, е 2-мĕш е унта çĕнтерӳçĕ пулса тăракан педгогсем пулса тăраççĕ. Эппин, мĕне пĕлтерет вăл? Хамăран республикăри шкулсенче вĕсене валли аталанма тата хайсен пултарулăхне уçса пама тĕрлĕ лайăх мел туса паратпăр эпир».

Ăмăртăвăн 1-мĕш кунĕнче пултарулăха, ăсталăха, тăван чĕлхепе литература пĕлĕвне пур енлĕн те лайăх кăтартнă 5 вĕрентекене суйласа илчĕç. Вĕсен йышĕнче – Шупашкарти 48-мĕш шкулти Светлана Храмова, Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицейри Алевтина Такина, Шупашкар тăрăхĕнчи Мăнал шкулĕнчи Анжела Московцева, Елчĕк тăрăхĕнчи Аслă Елчĕк шкулĕнчи Любовь Адюкова, Улатăр тăрăхĕнчи Алтышево шкулĕнчи Ирина Долгова. Палăрнă педагогсем пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче ăмăртура малаллах тупăшĕç. Вĕсенчен чи пултарулли вара Чăваш Ен чысне Раççей шайĕнче хӳтĕлеме тивĕçлĕ пулĕ. 




Moscow.media
Частные объявления сегодня





Rss.plus




Спорт в России и мире

Новости спорта


Новости тенниса
Анна Курникова

Анна Курникова оказалась в инвалидной коляске. Секс-символа тенниса просто не узнать






В Москве за злоупотребления арестовали топ-менеджера «Роснано»

Суд в Москве арестовал топ-менеджера «Роснано» Бориса Подольского

Владимир Мединский может возглавить Союз писателей России — СМИ

В Москве арестовали мужчину, повредившего более 20 машин