Ăратлă та паха вăрлăхпа тивĕçтереççĕ
«Чувашское» пĕрлешӳре çак кунсенче çĕнĕ лаборатори уçăлчĕ. Ăратлă вăкăрсен вăрлăхне тишкерсе суйлаççĕ, шăнтаççĕ. Ытти регионти хуçалăхсем те çĕнĕ йышши вăрлăхсен банкĕпе усă курасшăн иккен.
Акă вăл чи кĕтнĕ, савăнăçлă, хумхануллă самант. Хĕрлĕ хăю кассанах хăнасене, «Чувашское» пĕрлешĕвĕн çĕнĕ йышши лабораторийĕпе паллашма чĕнчĕç. Кунта пĕрлехи технологи линине хута янă. «Чувашское» пĕрлешӳ ура çинче çирĕп тăракан предприяти, çĕнĕ йышши технологисене хăвăрт алла илме тăрăшать. Пĕр уйăхрах ăратлă вăрлăх туса хатĕрлемелли лаборатори хатĕрĕсене вырнаçтарса лартнă, хута янă. Çĕнĕ технологи линийĕнче вăй хуракансем кулленхи ĕç-хĕлпе питĕ кăмăллă. Автомат вăрлăх пахалăхне хăвăрт тĕрĕслеме май парать. Биоматериала пайетсене тултарса тирпейлеççĕ. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Ольга Егорова палăртнă тăрăх, ку предприяти тулли технологипе ĕçе йĕркелеме пултарнă Раççейри пĕртен пĕр пĕрлешӳ шутланать. Искусствăлла мелпе пĕтĕлентерессипе, селекци енĕпе пысăк калăпăшлă ĕçсем йĕркелеме пултаракан пĕрлешӳ тесе палăртрĕ вăл. Хальхи йышши оборудовани туянма инвестици кредичĕ илнĕ çак хуçалăх. Регионти информаципе селекци центрĕ статуслă предприяти малалла аталанать.