Добавить новость
ru24.net
Все новости
Март
2023

Медицина туризмне çул уçă

Патшалăх Думин депутачĕ, медицина туризмне аталантарассипе ĕçлекен ушкăн ертӳçин çумĕ Алла Салаева пуçарнипе Пĕтĕм тĕнчери медицина кластерĕн лапамĕнче Раççейри медицина центрĕн ертӳçисем ĕçлĕ тĕл пулу ирттерчĕç. Унăн тĕллевĕ – медицина туризмĕнчи çивĕч ыйтусене тишкерсе вĕсене уçăмлатасси.

Святослав Федоров академик ячĕпе хисепленекен куç микрохирургийĕ тата Сколковăри Пĕтĕм тĕнчери медицина кластерĕ – çĕршыври чи паллă центрсем шутланаççĕ. Кунта туристсем паха медицина пулăшăвне илме килеççĕ. Сколковăри центра çулсерен миллиона яхăн пациент сывлăхне тĕрĕслеттерет. Кунта çĕр-çĕр операци тăваççĕ. Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева каланă тăрăх, ĕçлĕ тĕл пулура туризм инфратытăмне аталантарас енĕпе ĕçлекен комитетпа центрсене мĕнле пулăшу кирлине сӳтсе явнă.

 «Медицина центрĕн ертӳçисем пирĕн ентешсем пулнишĕн мăнаçланатăп», – палăртнă Алла Леонидовна. Ĕçлĕ калаçу тухăçлă иртнĕ. Пухнă пĕлӳ Чăваш Енри медицина кластерне аталантарма та пулăшĕ. 




Moscow.media
Частные объявления сегодня





Rss.plus




Спорт в России и мире

Новости спорта


Новости тенниса
ATP

Монпелье (ATP). 2-й круг. Рублев сыграет с Юбэнксом, Бублик – с Кепфером, Оже-Альяссим – с Казо






Россия стала почетным гостем на Всемирной книжной ярмарке в Индии

"Не было хитрых либералов": Скандал с Домодедово обнажил большую проблему России, объяснил Пинчук

Умер актёр одной роли Анатолий Зобнин из фильма "Бумер"

СМИ: ЦСКА договорился с «Фламенго» по трансферу 18-летнего Лоррана