14 çул халăх сывлăхĕшĕн
Шупашкарта вырнаçнă Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕ 14 çул тултартине сумлăн уявларĕ. Хальхи вăхăтри медицина технологийĕсене куллен пурнăçа кĕртекен сывлăх сыхлавĕн учрежденине тата самана таппипе тан пырассишĕн пĕлĕве ялан туптакан тухтăрсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ.
Чи малтан республика Пуçлăхĕ Олег Николаев реабилитаци тухмалли çĕнĕ медицина корпусĕн ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ. Кунта ятарлă çар операцине хутшăнакансем хăйсен сывлăхне çирĕплетеççĕ. Регион ертӳçи çар тивĕçĕсене тивĕçлĕ пурнăçланăшăн тав турĕ. Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕ пĕрремĕш 10 пациента 2009-мĕш çулхи нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче йышăннă. Ку сыватмăш «Сывлăх» наци проекчĕпе хута кайнă. Центрта çулсерен 45 пине яхăн пациент консультаци тухать, 9 пине яхăн операци тăваççĕ. Хамăр республикăрисене çеç мар, çĕршывăн 77 ытла регионĕнчен килекенсене кунта йышăнаççĕ. Центрта паян 600 ытла çын ĕçлет. Хăйсен пĕлĕвне вĕсем Раççейри малта пыракан клиникăсенче ӳстереççĕ. Кăткăсран та кăткăс операцисене тĕрĕс-тĕкел ирттерме хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ. Тепĕр тесен пирĕн тухтăрсенчен вĕренекенсем те чылай. Уявра Чăваш Ен Пуçлăхĕ ĕçре пысăк çитĕнӳ тунисене наградăсемпе тата хисеп хучĕсемпе чысларĕ.