Паха çĕр улми вăрлăхĕ хатĕрлеççĕ
«Ред Скарлетт», «Коломбо», «Ривьера», «Гала», «Самбо» – «Слава картофелю» агрофирмăра паян 700 гектар çинче çĕр улмин тĕрлĕ сорчĕ çитĕнет. Ку хуçалăх «иккĕмĕш çăкăрпа» çирĕм çул майлă ĕçлет.
ЮРИЙ ЕМЕЛЬЯНОВ: «Пирĕн хуçалăхра 250 гектар çинче вăрлăх туса илетпĕр. 450 гектар çинчен продовольственный улма туса илетпĕр. Ытларах семена пирки калас килет. 7 000 яхăн пуçтарса кĕртетпĕр».
Пысăк тухăçлă, тутлă, вăрах упранать, чир-чĕр çĕнтереймест – хуçалăхра çитĕнтерекен çĕр улми вăрлăхĕсем пирки çапла палăртмалла. Юлашки çулсенче хуçалăх ир пулакан «Гулливер» сортпа тăрăшать. Паян вăл хуçалăхăн сутмалăх 400 тонна таран та пур.
ЮРИЙ ЕМЕЛЬЯНОВ: «Ун çинчен калас пулсан вăл российский сорт. Иккĕмĕшĕ патшалăх пулăшнине пула 70 процент таран сельхозпредприятисене парса государство каялла парса пулăшать. Çавăнпа калас килет хамăрăн хуçалăхсене кам улмапа ĕçлес тет, питĕ тупăшлă улма сорчĕ «Гулливер» пирĕн хуçалăхран туянма пулать».
Пысăк пахалăхлă вăрлăх хатĕрлемелле – çак тĕллевпе ĕçлеççĕ агрофирмăра. Çĕнĕ сортсем кăларассипе те тимлеççĕ хуçалăхра. 2017-мĕш çулта кунта çĕрулмине микроклоналлă мелпе йышлăлантаракан лабораторине уçнă. Микрокалчасене Мускавран Лорх ячĕллĕ ял хуçалăх институтĕнчен илсе килеççĕ.
ИРИНА АРХИПОВА: «Пирĕн лабораторинче «Краса Мещеры», «Пламя», «Ривьера», «Метеор» микрокалчасем ӳсеççĕ. Вĕсене ӳстерме ятарлă пӳлĕм пур. Фитотрон теççĕ. Вăл фитотронра микроклимат тытмалла. Нӳрĕклĕх кирлĕ 50-па 70 таран. Сывлăш температури 20-пе 23 таран кирлĕ».
Мускавран илсе килнĕ микрокалчасене нумайлатаççĕ. Весене икĕ тапхăрпа теплицăна кăлараççĕ: ака тата ута уйăхĕсенче. Çулталăкра 50 пин пĕчĕк калча теплицăра çитĕнет. Ун хыççăн супер-супер элита вăрлăха хире ятарлă вырăна лартаççĕ. Пробиркăран пуçласа пĕрремĕш поколенири вăрлăх сутлăха кайиччен 5 çул иртет. Юлашки çулсенче «Слава картофелю» агрофирмăра çулталăкне 25 000 тонна «иккĕмĕш çăкăр» пухса илеççĕ: кунта вăрлăх та, çимелли çерулми те. Вĕсене Чăваш Енри, Раççейри хуçалăхсемсĕр пуçне чикĕ леш енне те ăсатаççĕ.