Добавить новость
ru24.net
Все новости
Март
2023

Профсоюз хастарĕсем тĕл пулса канашларĕç

Шупашкара Раççейри сывлăх сыхлав ĕçченĕсен профсоюз председателĕ Анатолий Домников килчĕ. Вăл регионти профсоюз организацийĕсен ертӳçисемпе сывлăх сыхлав учрежденийĕсенчи социаллă ĕçтешлĕх, право, экономика, ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсемпе канашлу ирттерчĕ. Ĕçлĕ тĕл пулăва Атăлçи тăрăхĕнчи профсоюз хастарĕсем те хутшăнчĕç.

 Профсоюз организацийĕсем тивĕçлĕ ĕç условийĕсем тăвас, халăха ĕçсĕрлĕхрен хӳтĕлес, социаллă тан марлăх шайне чакарас енĕпе питĕ нумай тăрăшаççĕ. Вĕсем ĕçлекенсене хумхантаракан чылай ыйтăва татса пама хутшăнаççĕ. Çынсен канăвне те йĕркелеççĕ. Хальхинче канашлăва пухăннисем сывлăх сыхлав тытăмĕнче вăй хуракансен шалăвне ӳстересси пирки калаçрĕç. Çĕршыв Правительстви кăçалхи кăрлач уйăхĕнчен медицина тытăмĕнче пĕрремĕш звенора ĕçлекенсене тĕрев пама йышăннă. Çăмăллăх специалистсене регионсенче, ялта юлма та пулăшĕ. Социаллă ĕçтешлĕх – профсоюзсен аталанăвĕн, ĕç çыннин саккунлă интересĕсене тата прависене хӳтĕлекен мелсенчен пĕри, палăртрĕç профсоюз хастарĕсем. Пирĕн республикăра социаллă ĕçтешлĕх çӳллĕ шайра. Хальхи вăхăтра профсоюзсем влаç органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Çакă обществăри социаллă тăнăçлăха сыхласа хăварма, çĕршыв аталанăвĕн ыйтăвĕсене татса пама пулăшать. Региона килнĕ хăнасем Чăваш Енри профсоюз ĕçне пысăк хак пачĕç. Унта вăй хуракансен шучĕ çулсерен хушăнать, çăвна май ĕç тухăçлăхĕ те ӳсет. Профсоюз хастарĕсем ĕçлĕ тĕл пулура ытти çивĕч ыйтăва та хускатрĕç. Пухнă пĕлӳ кулленхи ĕçре усă курма пулăшĕ те. 




Moscow.media
Частные объявления сегодня





Rss.plus




Спорт в России и мире

Новости спорта


Новости тенниса
Елена Рыбакина

Елене Рыбакиной "отдали" победу в реванше с 17-летним вундеркиндом






Стало известно, в какую колонию могут отправить Блиновскую

Западные компании опровергли информацию о том, что они уже "выстроились в очередь", чтобы только поскорее вернуться в Россию

Московская неделя моды пройдет с 13 по 18 марта в ЦВЗ "Манеж"

В Дубне задержали замглавы администрации Гришина