Добавить новость
ru24.net
Все новости
Март
2023

Ентешсене пулăшма

Ятарлă çар операцинче хутшăнакансене пулăшас тĕллевпе культура учрежденийĕсем ырă кăмăллăх акцисем ирттереççĕ. Билетсем сутса тунă укçана вĕсем «Пĕрле» фонда куçараççĕ.

Хальхинче ырă кăмăллăх акцине К. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ йĕркелерĕ. Кунта «Инкеклĕ телей» спектакль кăтартрĕç.

 – Эпĕ – Аркадий Ильин. Аркаш тесе чĕнеççĕ мана ялта. Вăрçăра контузи илсе тăна çухатнă хыççăн тепĕр темиçе кунтан вăрансан эпĕ хам ята та аса илеймен те пулнă. «Инкеклĕ телей» спектакле чăваш писателĕ Юлия Николаева калавĕсем тăрăх лартнă. Тĕп сăнарта – Аркадий Ильин. Аманнă хыççăн вăл тăван килне таврăнать. Чунĕ лăпкă мар унăн, çывăх тăванĕсемпе çыхăну татăлни тăваттăмĕш çул ĕнтĕ. Килĕнче ун çинчен «Хыпарсăр çухалнă» текен хут илнине вăл, паллах, пĕлмест.

ВАЛЕРИЙ ЯКОВЛЕВ: «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи 75 çул тултарнă тĕле хатĕрленĕ спектакль ку. Шел, ун чухне короновирус чирĕ çĕкленчĕ те йĕркеллĕ палăртма май килмерĕ. Каллех эпир çеç мар, ыттисем те çĕршывра. Çавăн пекех. Спектакле пăрахăçлас мар, туса çитерес терĕмĕр».

Спектакле Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене çĕклекенсене те халалланă. Пĕрремĕш хут сцена çине 2021 çултах каларнă пулин те залра халăх йышлă. Тĕп хуларан кăна мар, ытти тăрăхран та килнĕ.

ВИКТОРИЯ ЗАХАРОВА: «Çак акци пирки пире чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ пĕлтерчĕ. Каларĕ хамăр салтаксене пулăшма драм театр Шупашкарти çак акцине ирттерет. Эпир хамăр юлташсемпе, шкулти ачасемпе ĕнтĕ акцине хутшăнас терĕмĕр».

Акцие тĕрлĕ ӳсĕмри çынсем хутшăнчĕç. Ĕç ветеранĕсем те, Вăрмар, Канаш, Муркаш тăрăхĕсенчи шкул ачисем те.

ЮРИЙ ВЛАДИМИРОВ: «Сутăннă билетсен укçине эпир пĕрле фонда куçарма йышăннă. Ятарлă çар операцинче хутшăнакансене пулăшма тата вĕсен çывăх çыннисене, çемйисене пулăшма».

Ырă кăмăллăх акцинче 230 000 тенке яхăн пухăннă. Вĕсене çитес вăхăтра «Пĕрле» фонда куçарĕç. 

 




Moscow.media
Частные объявления сегодня





Rss.plus




Спорт в России и мире

Новости спорта


Новости тенниса
Екатерина Александрова

Александрова обыграла Мартич и пробилась в полуфинал турнира в Линце






РФС избрал новый состав Исполнительного комитета. В него вошли Гинер, Ротенберг и еще 22 человека

* * *

Червей и жуков официально внесли в перечень пищевых продуктов в ЕС

От джаза до классики: Тверская филармония приглашает на концерты в феврале