Добавить новость
ru24.net
Все новости
Март
2023

Çĕнĕ ача сачĕ еплерех ĕçлет?

Чăваш Енре социаллă тытăмри ыйтусене татса парассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пĕлтĕр «Демографи» наци проекчĕ пулăшнипе Шупашкарти микрорайонсенче 4 ача сачĕ хута янă. Вĕсенчен пĕри «Благовещенский» микрорайонта вырнаçнă. Ача сачĕн пахалăхĕпе хăрушсăрлăхĕ паянхи пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтерет-и? Çакна Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Денис Спирин вырăна çитсе тĕрĕслерĕ.

«Благовещенский» микрорайонти ача садне пĕлтĕр, чӳк уйăхĕнче хута янăччĕ. Халĕ унта чăн-чăн юмах тĕнчи хуçаланать тейĕн. «Телей утравĕ» кунсеренех çамрăк тусĕсен сассипе тулать. Ача садĕнче пĕчĕккисене аталанма, савăнма пĕтĕм май пур. Бассейн, агролаборатори, сенсорлă пӳлĕм, юрă-кĕвĕ лапамĕ тата ытти те. Вĕсем пурте ĕçлеççĕ.

АНАСТАСИЯ ВЯЗОВА: «Паян эпир ачасемпе пĕремĕк пĕçеретпĕр. Ачасене тăмпа занятисем шутсăр килĕшеççĕ. Çĕнĕ садикра ĕçлеме питĕ лайăх, кирлĕ таран оборудовани пур».

Ача сачĕн ĕçĕ-хĕлĕпе шăпăрлансен ашшĕ-амăшĕ те кăмăллă. «Пирĕн ывăл-хĕрсем çĕнĕ вырăна çăмăллăнах хăнăхнинче ăста воспитательсен тӳпи пысăк», – палăртаççĕ вĕсем. Паянхи кун тĕлне Чăваш Енĕн тĕп хулинче çемьесене ача сачĕсемпе тивĕçтерес ыйту татăлнине каларĕ Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Денис Спирин. «Малашлăхра вара ача сачĕсем пурăнакан çурт çывăхĕнчен инçе ан пулччăр тесе тăрăшăпăр», – палăртрĕ вăл. 




Moscow.media
Частные объявления сегодня





Rss.plus




Спорт в России и мире

Новости спорта


Новости тенниса
Катерина Синякова

Шнайдер победила Синякову на старте теннисного турнира в Аделаиде, выиграв всухую решающий сет






Алкоголь в России снова подорожает: эксперты объясняют причины

Москвичей предупредили о гололедице в ближайшие дни

В Санкт-Петербурге госпитализировали пенсионерку, которая загорелась от плиты

Металлический коллапс: Россия может полностью заблокировать экспорт металлов в ЕС - Citigroup