Добавить новость
ru24.net
Все новости
Март
2023

Чăваш Енре çырла фестивалĕ иртĕ

Тутлă, пылак сĕткенлĕ уяв. Чăваш Енре çырла фестивальне ирттерĕç. Ăна утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Питрав кунĕнче йĕркелеме палăртаççĕ. Фестиваль программипе тата хатĕрленӳ ĕçĕсемпе çыхăннă ыйтусене Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура сӳтсе яврĕç.

Чăваш Ен çыннисем хăмла çитĕнтерессипе çеç палăрмаççĕ. Темиçе çул каялла пылак тата тутлă улма-çырлана чикĕ леш енчен е çанталăк ăшăрах тăракан регионсенчен илсе килнĕ пулсан, халĕ вара хамăр тăрăхра та çак çимĕçе туса илме май пур. Муркаш тăрăхĕнчи Борис Михайловăн агрофирминче, сăмахран, 200 гектар лаптăк çинче çырла ӳстереççĕ. Патшалăх пулăшнипе пĕрлешӳ комбайн тата ытти техника туяннă. Çак ĕçе малалла аталантарас тесе кăçал вĕсем çырлана тирпейлемелли ятарлă лини те илес тĕллевлĕ. Пысăк фестиваль ирттерни пахчаçăсемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, вăл пире пĕр-пĕрин çитĕнĕвĕпе паллашма туса парĕ, палăртать Борис Михайлов.

БОРИС МИХАЙЛОВ: «Мĕнле достиженисем пур ял хуçалăхсен, кам ăçта, мĕнле ӳстерет, мĕнле çĕнĕ методсем пур, мĕнле техника çĕнни. Çак инициативăпа эпир питĕ вăйлă мала кайма пултаратпăр, çырла, хăмла енчен. Вăйлă утăмсем тума пуçларăмăр эпир, çав утăмсене хăвăртрах тумалла тата нумайрах çамрăксене çакăнта илсе килмелле».

Çырла фестивальне Шупашкар тăрăхĕнчи питомникра ирттерес шухăшлă.

 «Çак пĕлтерĕшлĕ пулăма çемье уявĕ евĕр йĕркелемелле, республика çыннисен тата хăнисен ачисемпе пĕрле унта çитсе çырла пуçтарма, унтан тутлă кукăль пĕçерме е варени вĕретме май пултăр», – палăртрĕ Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов. Фестиваль лапамĕ, паллах, çырла, им-çам туса илекенсене, техника туса кăларакансене тата çак енпе кăсăкланакансене пĕрлештерĕ. Вĕсем валли ял хуçалăх, аграри тытăмĕпе çыхăннă çавра сĕтелсем йĕркелĕç. Çитес вăхăтра фестиваль ятне палăртас тĕллевпе ыйтăм йĕркелĕç. 




Moscow.media
Частные объявления сегодня





Rss.plus




Спорт в России и мире

Новости спорта


Новости тенниса
ATP

Даниил Медведев выступит на турнире категории ATP-250 в Марселе






В Москве мужчина незаконно содержал 13 собак на общей площадке для выгула

Мещанский суд Москвы арестовал топ-менеджера «Роснано» Бориса Подольского за злоупотребление полномочиями

В МИДе назвали некорректными акценты генсека ООН в выступлении о жертвах холокоста

Мэр Москвы: Почти 60 московских компаний хотят присоединиться к кластеру видеоигр