Сыватмăшри юсав вĕçленнĕ
Патӑрьел тăрăхĕнчи тĕп сыватмăш поликлиники тĕплĕ юсав хыççăн пациентсене йышăнма хатĕр. Унти ĕçсене "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗпе килĕшӳллĕн ҫулталӑка яхӑн пурнăçланă. Паха медицина пулӑшӑвне халĕ ватти те вĕтти те илме пултарать.
Сыватмăшри улшӑнусене пациентсем алӑк патӗнченех асӑрхаҫҫӗ. Регистратура уҫӑ, информаци стенчӗсене ҫӗнетнӗ. Черетсем сахалланнине те пĕлтереççĕ вырӑнти ҫынсем. Тухтăрсен ĕçĕ те тĕрлĕ çĕнĕ технологие пула самай çăмăлланнă.
ФИРИЯ ХАФИЗОВА: "Ремонт ĕçĕсем «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн иртрĕç. Юсав вăхăтĕнче коммуникаци системисене, чÿречепе алăксене, больницăн фасадне, кĕмелли вырăнсене çĕнетнĕ. Унта хăйсем тĕллĕн утайманнисене валли пандуссем вырнаçтарнă. Поликлиникăн ĕç кабинечĕсем те хăтлă. Çаксем пурте пациентсемпе сотрудниксене валли лайăх услови туса парассипе çыхăннă".
"Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗпе пӗрремӗш медицина пулӑшӑвне парасси çăмăл çеç мар, пысăк пахалăхлă та пулса тӑрать. Поликлиника ҫӗнӗ диагностика комплексӗсем те туяннă. Çĕнĕ сыватмăшра хăрушă шыçă чирне тупса палӑртма хальхи йышши компьютер томографӗ пулӑшать. Çĕнĕ рентгенологи аппарачӗ те хăйĕн пахалăхĕпе савăнтарать.
ДЕНИС ПОРТНОВ: "Ку пирĕн çĕнĕ рентген аппарат. Кунта пирĕн исследованисем цифровой форматпа пулаççĕ. Çак изображенисене эпир общий республиканский архива-Архимеда ярса пама пултаратпăр. Хулари врачсемпе дистанционно пулса пĕр-пĕринпе консультироваться тăваятпăр. Самай çăмăл пире ку çĕнĕ аппаратпа ĕçлеме".
Ӗҫлеме хӑтлӑ условисем пурри тухтӑрсене пациентсене сыватма тата та хавхалантараççĕ. Юсав хыççăн пациентсем сыватмăша хулари поликлиникăсемпе танлаштараççĕ.
ВАЛЕНТИНА ЯГУДИНА: "Çав тери лайăх, калама та çук лайăх. Юмахри пек. Ăшă, çутă, пурте йеркеллĕ. Микрохирургинче пулнăччĕ эпĕ, çавăнта юмахри пек. Халь пирĕн больница та юмахри пек пулса кайрĕ. Тĕлĕнмелле! Пурте майĕпен, пĕрне пĕри хисеплесе калаçаççĕ".
"Тухтăрсем эмелсемпе çеç мар, ăшă та ырă сăмахсемпе те сиплеççĕ", – палăртаççĕ пациентсем. Малашлăхра наци проекчĕ пулăшнипе Патăрьел тăрăхĕнчи тĕп сыватмăшăн пилӗк уйрăмне юсама палӑртаҫҫӗ.