Эрех сиенлĕ пулнине пурте пĕлеççĕ пулсан та çак усал шĕвеке çав-çавах ĕçеççĕ. Унпа наркăмăшланнă тĕслĕх те пĕрмаях пулать. Хаяр шĕвекпе алхасассипе Чăваш Енри кăтарту вăтам темелле. Ку енпе çĕршыври 89 регионтан республика 22-мĕш вырăнта тăрать. Апла пулин те çак лăпланмаллине пĕлтермест. Пурин те ку ыйтупа кар тăрса ĕçлемелле – çапла пĕтĕмлетӳ турĕç Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура. Хаяр шĕвек çынна хăйĕн чури туса хунисĕр пуçне сывлăхне пĕтерет. Шел, алкоголь продукцине пулах çын пурнăçĕ те татăлать. С
<p>Эрех сиенлĕ пулнине пурте пĕлеççĕ пулсан та çак усал шĕвеке çав-çавах ĕçеççĕ. Унпа наркăмăшланнă тĕслĕх те пĕрмаях пулать. Хаяр шĕвекпе алхасассипе Чăваш Енри кăтарту вăтам темелле. Ку енпе çĕршыври 89 регионтан республика 22-мĕш вырăнта тăрать. Апла пулин те çак лăпланмаллине пĕлтермест. Пурин те ку ыйтупа кар тăрса ĕçлемелле – çапла пĕтĕмлетӳ турĕç Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура. Хаяр шĕвек çынна хăйĕн чури туса хунисĕр пуçне сывлăхне пĕтерет. Шел, алкоголь продукцине пулах çын пурнăçĕ те татăлать. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов палăртнă тăрăх, ĕç-пуçа спиртлă шĕвексене пур çĕрте те туянма май пурри, алкоголь продукцийĕн хакĕ пысăк марри тата эрехĕн саккунсăр суту-илĕвĕ вăй илни витĕм кӳреççĕ. Çулсерен республикăра ку енпе 160-290 çын вилет. Пĕлтĕр ку хисеп 162-пе танлашнă. Çĕмĕрле, Элĕк, Куславкка тăрăхĕсенче япăх кăтарту. Пурнăçран уйрăлнисенчен 92 процентне сыватмăша та илсе çитерсе ĕлкĕреймен. Хаяр шĕвек ĕçекенсенчен 80 проценчĕ этанолпа наркăмăшланнă. Ыттисем метанолтан, тĕрлĕ суррогатран шар курнă. Арçынсем ытларах инкекпе куçа-куçăн тĕл пулаççĕ. 40-60 çултисем эрех-сăрапа айкашаççĕ. Çул çитмен ачасем те пуçа минретекен шĕвекпе туслашни шухăшлаттарать. Пĕлтĕр вĕсем эрех-сăрапа наркăмăшланнине малтанхи çултан ытларах та шута илнĕ. «Ку – çивĕч ыйту, апла пулсан влаçра тăрăшакансен, йĕркелĕх хуралçисен, халăхăн унпа кар тăрса ĕçлемелле. Алкоголь хутăшĕ ĕçсе вилнĕ тĕслĕх пулсан ăна пур енлĕн тишкермелле», – çапла терĕç ларура. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев эрех-сăра сутакансем тĕлĕшпе тĕрĕслев çирĕп пулмалли çинче чарăнса тăчĕ. «Фанфуриксем» сутакансем те пур-ха. Юлашки çулсенче интернет урлă хаяр шĕвек сĕнесси те вăй илсе пырать. Онлайн мелпе алкоголь продукцине сутма чарас ыйтăва пуш уйăхĕн 15-мĕшĕччен пăхса тухмалла, тăрăхсенче ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен йĕркене пăсса эрех сутакан вырăнсене, киккирике хĕртнĕ хыççăн киревсĕр ĕç ăçта нумайрах пулнине тишкермелле – çапла палăртрĕç ларура. «Ял-хулара килте эрех юхтармалли хатĕрсене рекламăлакан баннерсене илсе ывăтмалла», – сĕнчĕ Олег Алексеевич.<strong> </strong></p>
В Татарстане прошла встреча 125 дилеров нижнекамского шинного производителя
«Какими средствами контрацепции пользуется ваша жена?» – спросил американский турист у таджика, шокировав группу: названы дикие случаи поведения американцев за границей
Академия Готового Арендного Бизнеса — больше чем просто обучение
В Красноярском крае будут судить азербайджанца, который в 2006 году избил и изнасиловал певицу
There is an early power up in Elden Ring: Shadow of the Erdtree that basically turns the game into Sekiro, but the description is so vague I didn't realize how good it was until 40 hours later
Гайд и тактика по подземелью «Лагерь Карлиан» в Tarisland
Model viewer forensics reveal that Elden Ring: Shadow of the Erdtree's Dancing Lion boss is actually two little guys piloting it around
Dustborn let me smash fascists and flirt with my situationship on a road trip across America
Филиал № 4 ОСФР по Москве и Московской области информирует:
В Московском регионе более 62 тысяч семей распорядились материнским капиталом через банки
Филиал № 4 ОСФР по Москве и Московской области информирует:
Более 12 тысяч жителей Москвы и Московской области получают повышенную пенсию за работу в сельском хозяйстве
Суд отправил под домашний арест совладельца холдинга «Русские фонды» Бейрита
Совладельцы инвестгруппы "Русские фонды" отправлены под домашний арест
Филиал № 4 ОСФР по Москве и Московской области информирует:
В Московском регионе более 62 тысяч семей распорядились материнским капиталом через банки
Совладельцы инвестгруппы "Русские фонды" отправлены под домашний арест
Филиал № 4 ОСФР по Москве и Московской области информирует:
Более 12 тысяч жителей Москвы и Московской области получают повышенную пенсию за работу в сельском хозяйстве
Четверых пострадавших при атаке на Севастополь детей госпитализировали в РДКБ