Кашни ача телее тивĕç
Чăваш Енре çитес çула телейлĕ ачалăха халаллĕç. Çулталăк тăршшĕпех çитĕнекен ăрăва тĕрлĕ енлĕ тимлĕх уйăрĕç. Сывлăх енчен хавшакрах çуралнисене тата вĕсен ашшĕ-амăшне социаллă тата медицина пулăшăвĕ парассине вăйлатĕç. Ку енĕпе Чăваш Енре пĕчĕккисемпе çул çитменнисем валли хута янă реабилитаци центрĕ çăмăллăх кÿрет. 10 çулти Лена Белова тухтăрсене кашнийĕнчех хăйĕн ырă кăмăлĕпе, çепĕç йăл куллипе тыткăнлать. Ача-пăча цербраль параличĕ диагнозпа çуралнă пулсан та вăл пурнăçпа туллин киленме пĕлет. Читать дальше...