Тӳрĕ лини ирттерет
Чӳк уйăхĕн 17-мĕшĕнче Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Денис Спирин тӳрĕ лини ирттерет. Кун пирки вăл телеграм-каналта пĕлтерчĕ. Шупашкарта пурăнакансем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене 10:30 минутран пуçласа 12:00 сехетчен ыйтаяççĕ. Вĕсен 23-50-06 телефон номерĕпе шăнкăравлама май пур. Тӳрĕ линине социаллă тетелти «Уçă хула» ушкăнра курма пулĕ. Денис Спирин кăçал иккĕмĕш тӳрĕ лини ирттерет.