Хурлăх кунĕ
Тутарстанра паян хурлăх кунĕ. Аса илтеретпĕр, çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче кӳршĕсен тĕп хулинче пысăк инкек пулнă. Хусанти 175-мĕш гимназире 19 çулти çамрăк шкулта вĕренекенсене пăшалпа пеме пуçланă. 7 ача, пĕр вĕрентекен тата шкул ĕçченĕн пурнăçĕ таталнă, суранланнисем те пур.