Ял хуçалăх продукцине сутакан ярмăрккăсем
«Хамăрăннине парăр!» Çак сăмахсене пасар-лавккасенче, суту-илÿ вырăнĕсенче кулленех илтме пулать. Тутлă, паха, йÿнĕ апат-çимĕç, акмалли-лартмалли вăрлăх туянас текенсем кану кунĕсенче ял хуçалăх продукцине сутакан ярмăрккăсене çитсе килчĕç. Кунашкал лапамсем республикăри 39 çĕрте ĕçлерĕç. Юлия Адюкова та ярмăрккара сутакан таварсемпе паллашрĕ. Ура пусма та вырăн çук. «Шупашкар» суту-илÿ центрĕ çывăхĕнчи ярмăрккăра черет тăрса тавар илеççĕ. Йĕпе юр çуни те халăхшăн чăрмав мар. Ирхине 9-сехетренпех пахча-çимĕ
<p>«Хамăрăннине парăр!» Çак сăмахсене пасар-лавккасенче, суту-илÿ вырăнĕсенче кулленех илтме пулать. Тутлă, паха, йÿнĕ апат-çимĕç, акмалли-лартмалли вăрлăх туянас текенсем кану кунĕсенче ял хуçалăх продукцине сутакан ярмăрккăсене çитсе килчĕç. Кунашкал лапамсем республикăри 39 çĕрте ĕçлерĕç. Юлия Адюкова та ярмăрккара сутакан таварсемпе паллашрĕ. Ура пусма та вырăн çук. «Шупашкар» суту-илÿ центрĕ çывăхĕнчи ярмăрккăра черет тăрса тавар илеççĕ. Йĕпе юр çуни те халăхшăн чăрмав мар. Ирхине 9-сехетренпех пахча-çимĕç, ÿсен-тăран вăрлăхĕсем, аш-какайпа сĕт-çу продукцине илекен йышлă. ЕЛИЗАВЕТА ОРЛОВА: «Купăстине илеççĕ, çĕр улми илчĕç, кишĕр сутса пĕтертĕмĕр, мĕн илсе тухнă юлмарĕ, картошкине тепĕр хут кайса илсе килтĕмĕр татах. Черетпе тăрса илеççĕ, как будто урăх çĕрте сутмаççĕ ниçта та». Ял хуçалăх ярмăрккисене регион ертÿçин, Олег Николавевăн пуçарăвĕпе килĕшÿллĕн вырăнти тавар туса кăларакансене аталанма пулăшас, халăха пахалăхлă ял хуçалăх продукцийĕпе тивĕçтерес тĕллевсемпе йĕркеленĕ. Унăн ырă енĕсене халăх туйма ĕлкернĕ те ентĕ. – Ярмăрккасене час-часах ирттермелле. Кунта мĕн чуль халăх пухăнать. Пурте килеççĕ кунта, магазинринчен йÿнĕрех. Кану кунĕн ярмăрккинче фермерсемпе пĕр танах хушма хуçалăх тата пысăк предприяти ертÿçисем хăйсен таварĕсене лавккасем урлă мар, тÿрремĕнех сутма пултараççĕ. Вĕсене суту-илÿ вырăнĕсене те тÿлевсĕрех панă. ГАЛИНА АЛЕКСЕЕВА: «Халăхсем çакăн пек çÿренĕшĕн питĕ чун савăнать. Илеççĕ, лайăх теççĕ». Куславкка районĕнчи Василий Семёнов чылай çул купăста, çĕр çырли тата ытти пахча-çимĕç çитĕнтерес енсемпе тăрăшнă. Халĕ фермер сыр тăвас ăсталăха алла илнĕ. Техĕмлĕ тавара ярмăрккăна килнисене те тутанса пăхма сĕнет вăл. ВАСИЛИЙ СЕМЁНОВ: «Питĕ аван условисем, аренда вырăнĕ тÿлевсĕр, кĕтеççĕ, вырăнне хатĕрлесе параççĕ. Çынсем килеççĕ, тутанса пăхаççĕ, тĕлĕнеççĕ, пирĕн те кун пекки пур-и теççĕ. Илме тăрăшаççĕ». Суту-илÿ лапамĕсенчи кашни таварах агроволонтерсем сăнаса тăраççĕ. Продукци пахалăхĕ те, унăн хакĕ те тивĕçлĕ пулмалла. Çавăн пекех ыр кăмăллăх хастарĕсем таварсене кирлĕ вырăна илсе çитерме те пулăшаççĕ. Шупашкарта пурăнакансем ял хуçалăх таварĕсене туянма Николаев космонавт урамĕнчи пасарпа Çурçĕр ярмăрккисене те васкарĕç. – Кунта çавăн пек вăрлăх лайăххине сутаççĕ, «Королева Анна» лайăх сорт, çавăнпа çавна илетпĕр. Хакĕ йÿнĕ, 80 тенкĕ тесе шутланăччĕ, 40 тенке анчах. Ярмăрккан пĕрремĕш кунĕсенче республикипе 50 тонна яхăн ял хуçалăх продукцине сутнă. Вĕсенчен 55 процент – çĕр улми иккен. СВЕТЛАНА ЛЕОНТЬЕВА: «8-мĕш, 9-мĕш апрельте вăл тепĕр эрнере ĕнтĕ çак ярмăрккăсенче çĕр улми вăрлăхне сутакан ярмăрккă та пулса иртет. Вăл Шупашкарта та пулать, районсенче те». Ял хуçалăх ярмăрккисем кашни кану кунĕсенче 9 сехтрен пуçласа 15 сехетчен ĕçлĕç. Вĕсене çу уйăхĕн 8-мĕшĕчченех йĕркелĕç. Юлия Адюкова, Георгий Кривошеин</p>