ИТ-тытăмĕнче ĕçлекенсене çăмăллăх
Чăваш Енри ИТ-тытăмĕнче тăрăшакансене çăмăллатнă ипотека парĕç. Йышăнăва Чăваш Республикин министрсен кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче çирĕплетнĕ.
Республикăри цифра министерствипе строительство министрĕ хатĕрленĕ пĕрлехи ĕç ку. Ăна аккредитациленнĕ ИТ-компанисенче вăй хуракансем илме пултараççĕ. Вĕсен пурăнмалли çурт-йĕр илме черетре тăмалла, ипотека кредичĕн малтанхи тӳлевне парса татма укçа илекенсен йышĕнче пулмалла. Информаци технологийĕсен тытăмĕнче ĕçлекен специалистсем валли ку пысăк пулăшу пулĕ. Патшалăх тĕревĕ çамрăксене Чăваш Енре юлма, аталанма, çĕнĕ цифра хатĕрĕсем туса кăларма май парĕ.
ВЛАДИМИР МАКСИМОВ: «Хысна шучĕпе çак пĕрремĕш тÿлемелли укçине 20 % таран эпир патшалăх шучĕпе тÿлетпĕр. Хальхи куна IT-специалистсем авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнчен çак пулăшупа усă курма пултараççĕ. Пулăшăвне тепĕр çултан пама пуçлатпăр. Çак программа условийĕсем пирĕн министерство сайтĕнче вырнаçнă. Унта çак çемйесем мĕн чухлĕ укçа пулăшу илме пултарнине шутласа кăларма тата ытти программа условийĕсене пăхса ăнланма пултараççĕ».