Марафон виçĕ региона пĕрлештерет
Чăваш Ен, Чĕмпĕр облаçĕ, Пушкăртсан. Виçĕ регион шайĕнче авăн-юпа уйăхĕсенче «Çĕнтерӳ чиккисем» ятпа патриотизм марафонĕ иртет. Ырă пуçарăва тыл ĕçченĕсемпе хӳтĕлев чиккисене тăвакансен паттăрлăхне халалланă. Марафон Чăваш патшалăх филармонийĕнче савăнăçлă уявпа уçăлчĕ.
Шупашкар, Чĕмпĕр, Ĕпхӳ – виççĕш те ĕç мухтавĕн хули ятне тивĕçнĕскерсем. Аслă Çĕнтерĕве çывхартма кашниех пысăк тӳпе хывнă. Сăмахран, вăрçă çулĕсенче Чăваш Ене 28 предприяти куçарса килнĕ пулсан Пушкăрт Республикине 170 ытла заводпа фабрика вырнаçтарнă. Чĕмпĕр облаçĕнче Куйбышев хӳтĕлев чиккине çĕкленĕ. Окопа хальхи Самар, Чĕмпĕр, Пенза облаçĕсенче чавнă. Унăн тăршшĕ 300 çухрăм. Унта 150 000 тыла çын ĕçленĕ. Вĕсенчен 70 проценчĕ хĕрарăмсем пулнă. Чăваш Енре те Чĕмпĕр облаçĕнчи евĕр хӳтĕлев чиккисем хатĕрленĕ. 380 çухрăм тăршшĕ окопа 170 000 ытла çын чавнă. Ытларах хĕрарăмсемпе ачасем пулнă. Вĕсене ĕмĕрлĕхех асра хăварас тĕллевпе иртнĕ çулта республикăра Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене çĕклекенсен ĕç паттăрлахне халалланă çулталăк пулчĕ.
СВЕТЛАНА КАЛИКОВА: «Тĕп тĕллевĕ – хамăр историсенчен тĕрĕссине çитересси. Çавна пула эпир Шупашкарта анчах мар, районсенче ачасемпе ĕçлетпĕр. Пирĕн музейсем выставка пĕрле хатĕрленĕ, архивсем пĕрле документсем пуçтарнă. Ачасене çак историсенчен тĕрĕссине каласа парсассăн вĕсен çĕршыв пирки пĕлмелле, мухтанмалла, хăйсен республикисемшĕн те, çĕршывшăн та».
Кӳршĕ регионсемпе проектсем пуçарни Чăваш Енре çĕнĕлĕх мар. Çуркунне Тутарстан Республикипе «Тылри паттăрлăх» марафон ирттернĕ. Ăна Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансене халалланă. Хальхи «Çĕнтерӳ чиккисем» марафон та регионсене çывăхлатас, çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парас енĕпе пĕлтерĕшлĕ. Шупашкартан эстафета Улатăра тата Шăмăршăна куçĕ. Унтан вара кӳршĕ регионти Димитровград хулине, Ишеевкăна тата Чĕмпĕре çитĕ. Марафона юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче Ĕпхӳ хулинче пĕтĕмлетĕç. Алексей Зотиков, Юрий Марков