Халăхсен хушшинче тăнăçлăх тата килĕшӳ пулмалла
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет депутачĕсем Тутарстанри Çĕпрел районне кайса килчĕç. Унта вĕсем Кивĕ Çĕпрелте, Çĕнĕ Упире пулса курчĕç. Икĕ республика депутачĕсем пĕрлехи проектсем йеркелессине сÿтсе яврĕç, ку енĕпе малашне çывăхрах ĕçлеме палăртрĕç.
Раççей Федерацийĕнче 2022 çула Раççей халăхĕсен культура еткерлĕхне халалланă. Хальхи технологисемпе анлă усă курса культурăна аталантарасси, йăла-йĕркесене тытса пырасси çинчен калаçрĕç депутатсем. Чăваш тата Тутар Республикисенче тĕрлĕ халăх çынни туслă пурăнать. Тутарстанра чăваш халăхĕн паллă ывăлĕсене сума сăваççĕ. Акă, Совет Союзĕн авиаци промышленноçĕн министрĕнче ĕçленĕ Петр Дементьев ячĕпе хисепленекен музей çĕнĕ уписемсĕр пуçне кунта час-часах килсе çӳрекен мĕн пур чăваша мăнаçлантарать. Ахальтен-им ку тăрăхра пурăнакансем паллă ентешĕнчен тĕслĕх илсе авиамоделированипе кăсăкланаççĕ. Чăвашсем, тутарсем, вырăссем, ытти халăх çынни туслăхра, килĕшӳре пурăнаççĕ.
ЛЕОНИД ЧЕРКЕСОВ: "Чăнах та ĕнтĕ, пирĕн кунта 1 комитет анчах мар, пирĕн ытти депутатсем те килчĕç. Чăнах та, хаваслансах килчĕç çакăнта ĕнтĕ. Пирĕншĕн вăл питĕ кирлĕ".
Тутарстанри шкулсенче, ача сачĕсенче тăван чĕлхене юратма, хисеплеме мĕн пĕчĕкренех вĕрентеççĕ. Правительство пулăшнипе чăвашла «Сувар» хаçат тухса тарать, районсенче те тĕрлĕ кăларăмсем хатĕрлеççĕ. Цифра технологийĕсемсĕр хальхи вăхăтра туллин аталанма май çук. Çавна кура икĕ республика парламентарийĕсем пĕр-пĕрин ăнăçлă проекчĕсене хăйсен патĕнче пурнăçласшăн.
НИКОЛАЙ УГАСЛОВ: "Питĕ кирлĕ япала. Хамăрăн культура йăли-йĕркисем çинчен тата йăласем мĕнле халăха çитерес, кăтартас енĕпе. Халь цифровизаци тесе калатпăр. Цифровизаци урлă эпир хăвăртрах çак тапхăра шута илсе халăх патне çак меслетпе тата хăвăртрах çитерме пултаратпăр".
Кĕнеке фончĕсен, музыка тата ӳнер объекчĕн электронлă каталогĕсене йĕркелесси, онлайн билетсене сутасси, виртуаллă концерт залĕсене хута ярасси, мультимедиа-гидсем тăвасси пирки калаçрĕç икĕ республика депутачĕсем. Чăваш Енре, тĕслĕхрен, наци библиотекинчи 40 000 ытла документа цифра çине куçарнă. «Чăваш Ен эткерĕ» интернет-портал хута кайнă. Мультипликаци технологийĕсемпе усă курса «Этникум» проект пурнăçланать. Чăваш Ен тата Тутарстан депутачĕсем малашне пĕрле ĕçлесси пирки килĕшӳ çирĕплетме палăртрĕç