Вулавăшпа паллашрĕç
«Хура юпа», «Киремет аки», «Апайка» – пĕрремĕш чăваш фильмĕсене кам ӳкернĕ? «Нарспи» поэмăна кам çырнă? Çакă тата ытти ыйтăва Чăваш Республикин наци библиотекинче Канаш хулинчи 6-мĕш шкул ачисем хуравларĕç. Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалласа вулавăшра квест-экскурси йĕркелерĕç.
Чăваш наци библиотекин кашни пӳлĕмĕ хăйне евĕр станци пулса тăчĕ. Ачасен пилĕкшер ыйтăва хуравламалла. Хуравне пĕлмесен кĕнекесенче шырамалла. Елизавета Макарова 8-мĕш класра вĕренет. Наци вулавăшĕнче вăл нихăçан та пулман. «Тăватă хутлă капмар çуртра çухалса кайма та пулать», – палăртать пике.
ЕЛИЗАВЕТА МАКАРОВА: «Пире питĕ килĕшрĕ ку библиотека. Эпĕ кунта пĕрремĕш хут. Кунта питĕ лайăх. Мана питĕ интереслĕ. Мана анне Айги пирки каласа панă».
Районсемпе хуласенчи шкул ачисем республикăри тĕп вулавăша кашни ытлари тата кĕçнерни кун килеççĕ. Çакна пурнăçлама «Пĕр кун тĕп хулара» проект пулăшать. Наци библиотеки ăна Чăваш Республикин вĕренӳ министерствипе пĕрле ĕçе кĕртет.
НАДЕЖДА ЕГОРОВА: «Ачасем паянхи кун Чăваш Ен кĕнекесем тата çынсем квест-экскурсине килчĕç. Вĕсем çак квест-экскурсине хутшăнса библиотекăпа паллашаççĕ. Пирĕн паллă çынсем çинчен нумайрах пĕлме пултараççĕ. Кĕнекесемпеле усă курса эпир тĕрлĕ интереслĕ ыйтусем пуçтартăмăр çак квеста».
Наци библиотеки чылай ĕç-пуçне «Пушкин карттипе» хутшăнма пулать. Ирттернĕ квеста та çак проектпах йĕркеленĕ. Карттăпа усă курса кăçал вулавăша пин те виççĕр çын килнĕ.
ЯНА КУКУШКИНА: «Пушкин карттипе» эпĕ театра, кинона, музейа кайнă. Хале эпĕ библиотекăра».
Вулавăшра «Пушкин карттипе» тата мĕнле ĕçе хутшăнассине наци библиотекин официаллă сайтĕнче тата тетелте паллашма пулать.