«Манăн аттепе анне полицейскисем»
Çак профессире вăй хуракансен чăтăмлă, яваплă, сывлăх тĕлĕшĕнчен çирĕп пулмалла, кирек епле лару-тăрура та çухалса каймасăр харпăр хăйне тытма пĕлмелле, кирлĕ чухне çын пурнăçне те çăлмалла. Йĕрке хуралĕнче ĕçлекенсен талăкăн хуть те хăш вăхăтĕнче те пăтăрмахлă лару-тăрăва хатĕр пулмалла. Полици кунне халалласа Чăваш Енри Шалти ĕçсен министерстви ача-пăча валли конкурс йĕркеленĕ.
Манăн аттепе анне полицейскисем» ӳкерчĕксен конкурсне пĕтĕмлетрĕç. Унта 34 шăпăрлан хутшăннă. Общество канашĕн пайташĕсем тата министерствăра вăй хуракансем кашни ĕçе тимлĕ тишкернĕ. Ӳкерчĕксене 4 номинацире хакланă. Çĕнтерӳçĕсен йышĕнче Шупашкарти 40-мĕш шкулта ăс пухакан Игорь Меньшиков, 5-мĕш гимназире вĕренекен Вера тата Любовь Наумовасем – йĕкĕрешсем, Шăхасанти шкулĕнче ăс пухакан София Терентьева. Виçĕ ĕçе Раççей шайĕнче иртекен конкурса ярса панă. Çавăн пекех Чăваш Ен наци телекуравĕн эфирĕнче чӳк уйăхĕн 10-мĕшĕнче 21:00 сехетре йĕрке хуралĕнче вăй хуракансене халалланă «Вызов принят» фильм тухать.