Çĕнĕ Шупашкарти çамрăк инженерсем
Çĕнĕ Шупашкарти «Кванториум» технопарка çӳрекенсем Севастополь хулинче иртнĕ хакатонра пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Шăпах унта компьютерпа ытти çыхăну хатĕрĕ валли программа шухăшласа кăларакансен регионсен шайĕнчи уçă турнирĕ иртнĕ.