Чăваш Ен туристсене илĕртекен регион, кунта вĕсене кăсăклă пулма пултаракан объектсем темĕн чухлех. Республикăри туризм малаллах аталанать. Ку Енĕпе Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева нумай ĕçлет. Ку хутĕнче вăл Етĕрне тăрăхĕнче пурăнакансемпе тĕл пулчĕ. Тĕл пулăва килнисенчен иккĕшĕ туризм темине çĕклерĕç. Лагерь тата туризм бизнесӗн ыйтăвесем çак индустрири инвесторсемпе туристсем валли пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ депутат. Муниципалитетсенче ача-пӑча лагерӗсене юсаса ҫӗнетесси ҫинчен
<p>Чăваш Ен туристсене илĕртекен регион, кунта вĕсене кăсăклă пулма пултаракан объектсем темĕн чухлех. Республикăри туризм малаллах аталанать. Ку Енĕпе Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева нумай ĕçлет. Ку хутĕнче вăл Етĕрне тăрăхĕнче пурăнакансемпе тĕл пулчĕ. Тĕл пулăва килнисенчен иккĕшĕ туризм темине çĕклерĕç. Лагерь тата туризм бизнесӗн ыйтăвесем çак индустрири инвесторсемпе туристсем валли пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ депутат.</p>
<p>Муниципалитетсенче ача-пӑча лагерӗсене юсаса ҫӗнетесси ҫинчен калакан ыйтусем час-часах илтӗнеҫҫӗ. Депутат патне килнĕ Владислав Фроловăн чунне ачасен сывлăхне çиреплетмелли «Ҫӑлкуҫ» лагерь 10 ҫул ӗҫлеменни ыраттарать. Вăл çак ыйтăва федераци шайĕнчи программăна кӗртме май пуррине пӑхса тухма ыйтрӗ. Депутат ку ыйту çивĕч пулнине палăртрĕ, çитес вăхăтра ачасен канӑвӗпе сывлӑхӗн пур вырӑнӗсене ҫӗнетме, федераци программисемпе туллин усă курма сăмах пачĕ. Сăмах май, Алла Салаева Етӗрне хулин 1-мĕш номерлӗ гимназине лайăх пĕлет, вăл унта регионти комплекслӑ модернизаци программи ĕçлеме пуçличченех çитсе килнĕ. Гимнази – 115 ҫулта, вăл культура эткерлĕхӗн объекчӗ шутланать. Программа шайĕнче ăна та çĕнетеççĕ, халĕ апатлану пӳлĕменче юсав ĕçесем пыраççĕ. Çак гимназин вӗренӳ тата пурӑнмалли ҫурт-йӗр корпусӗсене çенетмелли проект-смета докуменчӗсем те хатĕр. 2016 ҫултанпа гимнази шкул ачисемпе ҫамрӑксен раҫҫейри юхӑмӗн тытӑмӗн республикӑри пилот площадки пулса тӑрать, ҫак кунсенче кунта «Малтисен юхӑмӗн» пӗрремӗш отделенийӗ ӗҫлеме тытӑнать. <strong> </strong></p>
Туристы этой национальности достали даже собственных граждан в своей стране: они массово оставляют экскременты на улицах и устраивают беспорядки на местных курортах
Захарова: армянам - нота, апшеронцам – «да»
Адские цены на Сочи и Анапу заставили российских туристов найти новые пути экономии
Комплект зубных щеток для детей Revyline S4800 "Чебурашка" появился в филиале бренда в Уфе