Тĕрлӗ халӑх туслăхӗ хĕсмет вӑхăтĕнче Афганистанра çирĕпленнĕ. «Чӗрӗ юлсан Афган вӑрҫинче пуҫ хунӑ чӑвашсен вил тӑприсем патне ҫитетӗпех, вӗсене пуҫ таятӑпах», – ҫапӑҫу хирӗнче юн юхтарса выртнӑ чухне ҫапла шухӑшланӑ Нурсултан Шарипов. Унтанпа 40 ҫула майлă иртнĕ. Инҫе ҫула кӗскетсе Узбекистанра пурӑнакан каракалпак ҫынни Анатолий Хмыт çыравçă тăрашнипе Чӑваш Ене ҫитрӗ. Историе аса илес пулсан 1984-мĕш ҫулта ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Хазара Панджшер ту хушӑкӗнче Совет ҫарне моджахедсем ҫавӑрса илнӗ. Хӗрӳ ҫапӑҫу

Тĕрлӗ халӑх туслăхӗ хĕсмет вӑхăтĕнче Афганистанра çирĕпленнĕ. «Чӗрӗ юлсан Афган вӑрҫинче пуҫ хунӑ чӑвашсен вил тӑприсем патне ҫитетӗпех, вӗсене пуҫ таятӑпах», – ҫапӑҫу хирӗнче юн юхтарса выртнӑ чухне ҫапла шухӑшланӑ Нурсултан Шарипов. Унтанпа 40 ҫула майлă иртнĕ. Инҫе ҫула кӗскетсе Узбекистанра пурӑнакан каракалпак ҫынни Анатолий Хмыт çыравçă тăрашнипе Чӑваш Ене ҫитрӗ.

Историе аса илес пулсан 1984-мĕш ҫулта ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Хазара Панджшер ту хушӑкӗнче Совет ҫарне моджахедсем ҫавӑрса илнӗ. Хӗрӳ ҫапӑҫура Элӗк тӑрӑхӗнчи Ишпарайккӑри Олег Прокопьевӑн, Каҫал енчи Хирти Явӑшри Игорь Гавриловӑн, Канашри Владимир Михайловӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Çак хирĕç тăрура Нурсултан Шарипов та, Анатолий Хмыт çыравçă та хутшăннă. Вӑрҫӑ вучӗ витӗр тухнӑ паттăрсем виçĕ салтак вил тăприне çитсе пуç тайрĕç.

АНАТОЛИЙ ХМЫТ: «1984 мĕш çулта Афганистанра Панджшер операцийĕ пуçланчĕ. Çав операцинче Хазара ущельинче 682-мĕш полкăн 1-мĕш батальонĕ çапăçса вилчĕ. Çав çапăçура пирĕн чăваш ентешĕсем те пулнă. Эпĕ вĕсемпе паллашнă. Игорь Гавриловпа уйрăмах операцине кĕриччен. Çавăнпа та вĕсем çинчен эпĕ халь кĕнеке çырма пуçларăм. Кĕнеке çырнă май тĕпчев ĕçĕсем ирттертĕм".

Анатолий Дмитриевич ентеш-паттăрсем пирки паян нумай пĕлет. Кашнийĕн çинчен пĕр чарăнми каласа пама пултарать.

АНАТОЛИЙ ХМЫТ: «Тусем çинчен çапăçу вĕçленнĕ чухне душмансем ана пуçланă, çав душмансем пирĕн аманнă салтаксене пынă май пере-пере пăрахнă. Володя Михайлов патне çитнĕ. Вĕсем çитес умĕн Володя Михайлов тăрса ларнă. Вара çак душмансене пĕтерес тесе хăйне тата душмансене вĕлернĕ".

Çавăн пекех хăй кӳлепипе маларах асăннă çапăçура тӳрех 3 çынна çăлса хăварнă Нурсултан Шарипов Шупашкарти 18-мӗш вӑтам шкулта вӗренекенсемпе тӗл пулчĕ, вăл чӑвашсен паттӑрлӑхӗпе мӑнаҫланнине палӑртрӗ. Ку тӗлпулу Анатолий Хмыт писатель черетлӗ кӗнеке ҫырма пуҫланипе те ҫыхӑннӑ. «Хазара» ятлӑскер шӑпах Афган вӑрҫинче паттӑрлӑх кӑтартнисен кун-ҫулне сӑнлать. Чӑн ҫапӑҫусене тӗпе хунӑ хайлав вулакан патне кĕçех çитмелле.