Кăçалхи 4 уйăхра республикăн социаллă тата экономика аталанăвĕн хăвăртлăхĕ çĕршыврипе танлаштарсан аванрах. Промышленность производствин индексĕ 12 процент ӳснĕ. Чăваш – Раççейре ку кăтартупа улттăмĕш, Атăлçире 3-мĕш вырăнта. Кун пирки Правительство çуртĕнче тунтикунсерен иртекен ларура калаçрĕç. Регион пур енпе те малалла ăнтăлать. Çулталăк пуçланнăранпа 347 000 тăваткал метр çурт-йĕр хута ямалла. Ку иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан 23 процент чылайрах. Канаш, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр хулисен, Çĕрпӳ, Пă
<p>Кăçалхи 4 уйăхра республикăн социаллă тата экономика аталанăвĕн хăвăртлăхĕ çĕршыврипе танлаштарсан аванрах. Промышленность производствин индексĕ 12 процент ӳснĕ. Чăваш – Раççейре ку кăтартупа улттăмĕш, Атăлçире 3-мĕш вырăнта. Кун пирки Правительство çуртĕнче тунтикунсерен иртекен ларура калаçрĕç.</p>
<p>Регион пур енпе те малалла ăнтăлать. Çулталăк пуçланнăранпа 347 000 тăваткал метр çурт-йĕр хута ямалла. Ку иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан 23 процент чылайрах. Канаш, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр хулисен, Çĕрпӳ, Пăрачкав, Елчĕк, Шупашкар, Комсомольски, Çĕмĕрле тăрăхĕсен кăтартăвĕсем республикăринчен те пысăкрах. Регион тулашĕнчи суту-илӳ çаврăнăшĕ те ӳсет. Çапах хамăр сахалрах сутатпăр, чылайрах илетпĕр.Таварсене ытларах Ирĕклĕ патшалăхсен пĕрлешĕвне кĕрекен çĕршывсене ăсатаççĕ. Региона укçа хывасси те ӳсет. Кăçалхи виçĕ уйăхра çеç 18 миллиард тенкĕ килнĕ. Çу уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне республикăри ĕçсĕррисен шучĕ те чакнă. Ĕçпе тивĕçтерекен центрта 4 пин ытла çын шутланать. Çулталăк пуçланнăранпа 10 пин çынна ĕçе вырнаçтарнă.</p>
<p>Çут çанталăка упрасси те тимлĕхре. Чăваш Ен тĕп хулинче пĕрремĕш хут «Раççей шывĕ – симĕс марафон» экологи фестивальне ирттереççĕ. Вăл çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче пулĕ. Ку акцие Атăл кунне халалланă. Ĕç-пуçа Атăлçири ытти регионта та йĕркелĕç. Шупашкар хулинчи Мускав çыранĕ вара ку акцин тĕп лапамĕ пулать. Программăра тĕрлĕ дистанцисене чупасси, Атăл çыранне çӳп-çапран тасатасси, концерт, ăсталăх лаççисем тата ытти те. «Раççей шывĕ» акцине Чăваш Енре 10 000 ытла çын хутшăнма палăртать. Вĕсем 300 çухрăм ытла çырансене тата пĕвесене тасатма пулăшĕç.<strong> </strong></p>
Торжественная церемония закрытия VII Международного Фестиваля театральных школ стран БРИКС+ на ВДНХ
Адские цены на Сочи и Анапу заставили российских туристов найти новые пути экономии
Туристы этой национальности достали даже собственных граждан в своей стране: они массово оставляют экскременты на улицах и устраивают беспорядки на местных курортах