Олег Николаев Канаш тăрăхĕнче пулчĕ
550 гектар ытла. Шăпах çак лаптăк çĕр çинче Чăваш Енре кăçал тухăç туса илме палăртаççĕ. Иртнĕ çулсемпе танлаштарсан ку 3 гектар ытларах. Тĕш тырă мĕнле çитĕнет? Çак тата ытти ыйтăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Канаш тăрăхĕнчи хуçалăхсенче пулса тишкерчĕ.
Муниципалитетсенче пурăнакансен ĕçе-хĕлĕпе, унти производствăсемпе паллашма тата халăха канăç паман ыйтусене «илтме» Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕçлĕ çул çӳреве тухрĕ. Унăн пĕрремĕш чарăнăвĕ – Канаш тăрăхĕнче вырнаçнă «Пионер» агрофирма. Предприяти Йĕпреç тата Канаш муницпаллă округĕсенче 5 000 ытла гектар çĕр çинче тĕрлĕ культура туса илет. Вĕсене çитĕнтерсе илес енĕпе çак тăрăхра çуралса ӳснĕ ĕçченсемех тăрăшаççĕ.
НИКОЛАЙ СТЕПАНОВ: «Эпĕ чăвашра ӳснĕ, ку ялтах ӳснĕ. Ман кунта ĕçрен те тĕрĕссипе 100 метр, 2 минут. Нумай çĕрте автоматика ĕçлет. Алăпа ĕçлемелли нумай мар, çавăнпа пире ĕçлеме те çăмăл. Ĕçленĕ çемĕн вĕренсе пыратпăр. Пире оборудованине туса панă специалистсем пирĕнпе çыхăну тытаççĕ, эпир шăнкăравласан вĕсем пире пулăшма тăрăшаççĕ. Хăйсен патĕнчех интернетпа кĕреççĕ, юсаççĕ, пулăшаççĕ».
Агрофирма – çамрăксене тăван тăрăхра ĕçлеме тивĕçле майсем туса парать. Çавăнпах Станислав Филиппов тракторист та хăйĕн çемйипе Канаш тăрăхĕнчех тĕпленме шутланă. Студент çулĕсенче вăл агрофирмăра практика тухнă, хĕсмете кайса килсен вара ĕçлеме вырнаçнă.
СТАНИСЛАВ ФИЛИППОВ: «Клуб халь çĕнĕ купаласа лартрĕç, унта çӳретпĕр, ача-пăча лапамĕсем, шкула турĕç, унта спорт енĕпе хатĕрленме çӳретпĕр. Коллектив лайăх. Ку ялтан ман ниçта та каяс килмест, питĕ лайăх, пĕтĕм услови пур».
4 çул каялла агрофирмăра пыл хурчĕсене ĕрчетес ĕçе те пуçăннă. Çулсем иртнĕ май, çак ене çĕнĕлле аталантарма майĕ те тупăннă.
НИКОЛАЙ НИКОЛАЕВ: «Технический культурасемпе ĕçлеме пуçланă хыççăн, тухăçне пысăклатас тесе хурт вĕллисем туянтăмăр. Вăрăсем вăйлăрах пулаççĕ, тухăçĕ те пысăкланчĕ. Хуртсем вĕт-ха тата пыл параççĕ, прополис тата ытти çак продуктсене тирпейлеме вĕренсе çитрĕмĕр».
«Мелилотос» кооперативра пулнă май Олег Николаев унта тăрăшакансемпе тĕл пулса калаçрĕ, вĕсене пăшăрхантаракан ыйтусене уçăмлатрĕ.
– Шкул питĕ юхăнса кая пуçларĕ, пĕрремĕш хутра Николай Германович пулăшрĕ тума, иккĕмĕш хутне нимĕнле те тăвăнмасть. Мĕнле те пулсан пулăшу пама çук ши пире?
– Тĕллевĕ ĕнтĕ 2025-26-мĕш çул таранччен пĕтем шкула çĕнетсе паянхи шая çитересси. Пĕтĕм шкула, паллах, пĕр харăс тăваймаспăр. 2021-мĕш çулта тӳрех 53 шкула турăмăр. Пĕлтĕртенпе çав ĕçе Раççей Федераци укçипе те туса пыратпăр. Çул çӳрев çакăнпа çеç вĕçленмерĕ, Олег Алексеевич Комсомольски, Патăрьел, Елчĕк тăрăхĕсенче те пулчĕ.