Медиашкулта ăсталăха туптарĕç
Республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансем канмалли кунсенче куракансене, вулакансене илĕртекен, паха материалсем хатĕрлемелли вăрттăнлăхпа паллашрĕç. «RT-регион» медиашкул иккĕмĕш хут Чăваш Ене килчĕ. Наталья Тованчева, Константин Придыбайло, Павел Кухаркин, Всеволод Пуля вĕрентекенсем стрим ирттересси, социаллă сетьре илĕртӳллĕ статья вырнаçтарасси, куракана тыткăнлакан йăнăшсăр материал хатĕрлесси пирки каласа пачĕç. Журналистсене ытларах вулама, тавра курăма анлăлатма сунчĕç. Çавăн пекех вулаканпа, кураканпа социаллă сетьре çыхăнăва çирĕплетме хистерĕç. МАРГАРИТА МЕЛЬНИКОВА: «RT медиашкул лапамĕ маншăн питĕ усăллă пулчĕ. Журналист профессийĕ тĕрлĕ енлĕ пулнине хам валли палăртса хутăм, мĕншĕн тесен эпир кунта пĕр-пĕринпе хутшăнма вĕрентĕмĕр. Ыйтусене тĕрĕс пама хăнăхса çитрĕмĕр. Импровизаци жанрĕпе паллашрăмăр, кунта эпир кашниех пĕр спектакль лартма пултартăмăр». «Икĕ еврей», ятарласа ăнсăртран пунăçламалли хăнăхтару тата ытти тĕрĕслеве пурнăçлама тиврĕ Чăваш Енри журналистсен. Никам та çак ăмăртуран хăрамарĕ, мĕншĕн тесен кулленхи пурнăçра журналистăн йĕрке хуралçи те, ял хуçалăх çынни те, психолог та, артист та пулма тивет. АЛЕКСЕЙ ЗОТИКОВ: «Сюжетсене çырнă чухне кăсăклантарма пĕлмелле. Çак 3 çеккунтра хамăр сюжета сутма пултармалла. Хамăн сюжета хатĕрленĕ чухне, паллах, эпĕ куракан енчен пăхатăп хамăн сюжет çине. Эпĕ çырма пултаратăп - вăл ăнланма пултарать-и-ха?" Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче RT-регион медиашкул хăйĕн ĕçне Чăваш Енре малалла тăсать. Унта ăс пухакансене пурне те сертификат параççĕ