Хĕрлĕ автан шеллемест
«Вăрă вăрлать – çурчĕ юлать, вут-çулăм тухать – нимĕн те юлмасть», – теççĕ ватăсем. Синкерлĕ пулăмран никам та сыхланман, анчах та хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмаллине яланах асра тытмалла. Канмалли кунсенче тĕп хулара хĕрлĕ автан ташланă тĕслĕхсене шута илнĕ. Культура институчĕн общежитийĕнче 4-мĕш хутра пушар тухнă. Телее, шар куракансем пулман. 16:45 минутра пушар культура институчĕн 4-мĕш хутĕнче пушар амаланса вăй илнĕ. Электроприборпа тĕрĕс мар усă курнипе пула пушар тухма пултарнă. Синкерлĕ пулăмăн тĕп сăлтавĕсене хальлĕхе палăртаççĕ. Пушар тухнă вăхăтра общежитинче студентсем йышлăн пулман, инçет мелпе вĕреннĕ май, чылайăшĕ ялсенче. Вĕрентекенсемпе вĕренекенсене вăхăтра эвакуациленĕ. Халĕ тата пушар шар кăтартнă тăкаксен калăпăшне палăртаççĕ. СВЕТЛАНА КАЛИКОВА: «Вунă минут хушшинче вăл пушара сӳнтернĕ. Пушар машинисем вăхăтра çитнĕ. Паянхи куна студентсем общежитинче пурăнаççĕ. 4-мĕш хутра пурăнакансем, халь вĕсене 2-мĕш хута куçарнă. Пушар вăхăтĕнче общежитинче 40 çын пулнă. Вĕсене 22-мĕшне музыкаллă училище общежитине куçарнă пулнă çĕр каçмалăх. 18 çын хăйсен тăванĕсем патне çĕр каçма кайнă. Паянхи куна пурте общежитинче йĕркеллĕ вырнаçнă». Шупашкарти тĕп пасарта та хĕрлĕ автанран шар куракансем пулнă. Эрнекун кунта та пушар сӳнтерме тивнĕ. Улма-çырлапа тивĕçтерекен суту-илӳ лавккисем кĕлленнĕ. Кунта та элетктроприборсемпе тимлĕ мар усă курнине палăртаççĕ. Ăшăтмалли хатĕрпе час-час усă курнă иккен. Телее, пасарăн тĕп çурчĕ çине пушар сиксе ĕлкĕреймен. Пулăшу вăхăтра çитнĕ. Апла пулин те кунта та тăкаксен калăпăшне тишкереççĕ. – Ĕçе килтĕм те кăмăл пĕтсе кайрĕ ĕнтĕ. Хĕрачисем лайăх, туслă ĕçленĕ. Пĕрле туслă ĕçлеççĕ кунта. Инкек куçа курăнса килмест теççĕ. Çавăнпа та çăлавçăсем тепĕр хутчен асăрханулăх пирки аса илтереççĕ. Маргарита Мельникова, Георгий Кривошеин, Павел Иритков