Водитель туя çитеймен
Халăха саккуна пăсса турттаракан водительсен шучĕ Чăваш Енре 80 процента çитнĕ. Ултавлă майпа услам тăвакансем регистрациленмен, хыснана налук тӳлемеççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмасть. Çавна май аварисен, унпа пĕрлех сусăрланакансемпе вилекенсен шучĕ те ӳсет. Йĕркене пăсакансене тытса чарас тĕллевпе Чăваш Республикин транспорт министерствипе çулçӳрев хăрушсăрлăх инспекцийĕн ĕçченĕсем рейда тухрĕç. Тĕрĕслев вăхăтĕнче пĕр водитель тăванĕсем патне туя çитеймерĕ. Мĕн чăрмантарнă? Елизавета Цветковăна сăмах. Каçхи 9 сехет. Кун пек вăхăтра саккунсăр майпа турттаракан водительсем уйрăмах йышлă. Çула тухакансем валли ятарлă транспорт хутлăмĕ те пур. Кунта 180 водитель Мускава илсе кайма сĕнет. Саккунсăр майпа турттаракан водительсемпе çула тухни мĕн патне илсе çитерни паллă ĕнтĕ. Вĕсен халăха илсе çӳреме ирĕк çук, медицина тата техника тĕрĕслевне тухмаççĕ. Енчен те çул çинче инкек пулсан страхлав тӳлевне илме çук. ВЯЧЕСЛАВ ДАНИЛОВ: «Саккуна пăсса çынсене турттаракан транспортсем хутшăннипе çул çинче нумай аварисем пулса иртеççĕ. Иртнĕ çул Владимирпа Нижний Новгород облаçĕсенче икĕ авари пулса иртрĕ. Вĕсенче 5 çын пурнăçĕ татăлчĕ. 14 çын сусăрланчĕ». «Минивэн» машинăпа çӳрекен водителĕн пассажирсен пурнăçĕшĕн явап тытмалла. Анчах унăн халăха турттарма ирĕк паракан документ çук. Транспорт хуçи каланă тăрăх, салонра йăмăкĕпе аппăшĕсем лараççĕ иккен. Пассажирсем те водитель тăванĕ пулнине çирĕплетрĕç. Пĕр ыйту лару-тăрăва туллин уçăмлатрĕ. Çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекторĕн машини çине ларсан çеç пассаржисем арçынна пĕрремĕш хут курнине пĕлтерчĕç. Сĕнтĕр ялĕнче вара нимĕнле туй та пулмасть иккен. Пассажирсене Мускав хулине каякан автобуспа лартса ячĕç. Вăл йӳнĕрех иккен, чи кирли – хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса ĕçлет. Салонта 2 водитель улшăнса ĕçлет, пассажирсене – страхланă, кирлĕ документсем пурте пур. Пассажирсем малалла Мускава çул тытрĕç, «Минивэн» машинăпа çӳрекен водителе вара Муркашри полици уйрăмне илсе кайрĕç. Протокол çырма вăхăт нумай иртмерĕ: транспорта эвакуатăрпа ятарлă стоянкăна илсе кайрĕç. Унта вăл Шупашкар район сучĕ йышăну кăлариччен ларĕ. Çула тухас умĕн пурнăçа кама шанса памаллине пассажирсем пĕтĕмлетӳ турĕç пулĕ ĕнтĕ. Пирĕн пурнăç хамăр алăра. Явапсăр водительсене пула вăл кĕске ан пултăр. Елизавета Цветкова, Анна Цинтовская, Сергей Емельянов