Добавить новость
ru24.net
Все новости
Февраль
2022

Пăшалпа тимлĕ пулмалла

Сунара тухма юратакансем пăшалпа туслă темелле. Теприсем вара хăйсене хӳтелес тĕллевпе вĕсене туянаççĕ. Анчах та пăшал – тетте мар. Унпа йĕркене çирĕп пăхăнса усă курмалла. Килте те саккуна пăсмасăр упрамалла. Алла пăшал тытиччен кашниех ятарлă пĕлӳ пухать, каярах вара хăйĕн ăсталăхне тĕрĕслет. Вара тин пăшал туянма ирĕк паракан ятарлă лицензиллĕ пулма пултарать. Манăн ĕçтеш Маргарита Мельникова та пăшаллă пулас текенсен тĕрĕслевне çитсе килчĕ. Харпăр хăйне хӳтĕлес теççĕ-и, е сунара çӳреме пăшал кирлĕ-и? Кашниех çирĕплетнĕ йĕркепе малтан хăнăхтарусенче ларса ятарлă пĕлӳ пухать. Каярах вара пăшаллă пулас текенсем теори тишкереççĕ, пĕлÿ шайне тĕрĕслеççĕ.Хальхинче 9-ăрăн лицензи илме тĕллев лартнă. Теори тĕлĕшĕнчен тĕрĕслев тухайманнисем 2-мĕш тапхăра куçаймаççĕ. Ыттисем вара алла пăшал тытса хăйсен ăсталăхне кăтартаççĕ. Кунта тимлĕх, çав вăхăтрах асăрханулăх та малти вырăнта. Пĕр йăнăш турăн пулсан пăшал илме лицензи çук. Малтанах экзамен тытакансем хӳтĕлемелли травматика пистолечĕпе виçĕ хутчен переççĕ. Пăшалпа тĕрĕс усă курасси, тĕл пересси – чи кирлĕ енсем. Каярах вара сунара çӳремелли яка кĕпçелллĕ пăшалпа виçĕ хутчен тĕл переççĕ. Кунта та кашниех тимлĕ. Йĕркене пăхăнмасан ăçталăха çирĕплетеймĕн. Кунта та тĕрĕс мар тăвакансем пулчĕç. Çапла майпа 9 çынран виççĕшĕ лицензисĕр тăрса юлчĕç. – Тытса курма юрать-и? – Тытса курма юрать. – Ку травматический. Резиновый пульăпа перет. – Куна ĕнтĕ çын хăйне ытларах хӳтĕлеме усă курать? – Çапла. Пĕрле илсе çӳреме юрать и вара? – Юрать. Ирĕк пулсассăн. Пăшала килте çирĕп йĕркене пăхăнса упрамаллине палăртаççĕ специалистсем. Ятарлă тимĕр ещĕк, сейф таврашĕ килте пулмалла. Хуçасăр пуçне ăна уçма никамăн та ирĕк те, май та çук. Çавăн пекех пăшала урăх çынна усă курма пама юрамасть. Сунара каякансен тата тепĕр йĕрке пирки те манмалла мар. Пăшал пурри çеç сунара тухмалли сăлтав мар. ВЛАДИМИР ЯКОВЛЕВ: «Сунара çӳреме малтан охотничий билет тумалла. Кирлĕ пулать. Ăна тумасассăн вĕсене хăйсене килте хӳтĕлеме кăна параçççĕ. Вĕсем сунара уя, вăрмана кайма пултараймаççĕ çав пăшалпа. Çавăнпа ухута валли пулсассăн лицензи илнĕ хыççăн. Ăна пурăнакан вырăнта Росгвардинче параççĕ». Раççей Федерацийĕн наци гвардийĕн Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсем тăтăшах пăшал хуçисем патне тĕрĕслеве çитеççĕ. Хальхинче эпир те вĕсемпе пĕрле пăшалсене еплерех упранине тишкертĕмĕр. ВЕНИАМИН АБДЮШЕВ: «Ĕлĕкрех тăтăшах усă кураттăмччĕ. Ухутана кайнă. Хальхи вăхăтра йывăртарах та пурнăçĕ, вăхăчĕ сахалрах. Питĕ каяймастăп ун пекех. Пенсие тухсассăн каятăп пуль тесе шутлатăп-ха». – Миçе çул-ха ĕнтĕ вĕсем сирĕн килте? – Арми хыççăнах тÿрех илнĕ ку пăшалсене. 30 çула яхăн. «Йĕркене пăснă тĕслĕхсем сайра хутра тĕл пулаççĕ пулин те асăрхунулăх пирки аса илтерни яланах вырăнлă теççĕ», – яваплисем. Унсăрăн явап тытмалла пулĕ. АЛЕКСЕЙ ГРАЧЕВ: «Йĕркене пăссассăн владелеца административлă енĕпе штраф тыттараççĕ. Пăшала та туртса илме пултараççĕ. Кăçал пирĕн халь МВД-па пĕрле кашни кун тенĕ пекех владелецсене тĕрĕслесе çӳретпĕр. Юлашки çулсенче ытти регионсенче синкерлĕ лару-тăру пулнă тăрăх эпир тĕрĕслесе çӳретпĕр». Палăртса хăвармалла, енчен те пăшал тупнă, е тăвансенчен юлнă пулсассăн Раççей Федерацийĕн наци гвардийĕн ĕçченĕсене пĕлтермелле. Вĕсем ятарлă йĕркене пăхăнса тупнă пăшала шута илĕç. Çывăх çыннăн пăшалне асăнмалăх хăварас тĕллевлĕ пулсассăн вара лицензие илме тивет. Маргарита Мельникова, Георгий Кривошеин




Moscow.media
Частные объявления сегодня





Rss.plus




Спорт в России и мире

Новости спорта


Новости тенниса
Australian Open

Касаткина победила Томову и прошла во второй круг Открытого чемпионата Австралии






Требования растут: жители Самары хотят, чтобы МРОТ достиг 51 400 рублей

Оценка рынка труда для технических писателей: Россия vs. США

В Люберцах открыли «Парту Героя» в память о погибшем в Чечне Павле Мелешко

Желтый уровень опасности объявили в Москве из-за налипания мокрого снега