Тăлăхсем хваттерлĕ пулĕç
Тăлăх ачасене патшалăх май килнĕ таран пулăшма тăрăшать. Çулсеренех ашшĕ-амăшĕн хӳттисĕр юлнисене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерет. 2022-мĕш çулта Шупашкарти тăлăх ачасене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерме 89 хваттер валли 3 аукцион иртмелле. Заявкăсене нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Социаллă пĕлтерĕшлĕ программăсен ĕç-хĕлне Шупашкар хула администрацийĕнче иртнĕ ларура пăхса тухрĕç. Нумай ачаллă çемьесене те пысăк тимлĕх уйăрĕç. 2022-мĕш çулта 10 хваттер илме аукцион йĕркеленĕ ĕнтĕ. Сахал тупăшлă çемьесем пирки те манмаççĕ. Кăçал 5 çемье пурăнмалли кĕтеслĕ пулĕç. Заявкăсене йышăнма пуçланă ĕнтĕ. Суд йышăнăвĕпе кăçал пĕр гражданина хваттерпе тивĕçтерме йышăннă. Шупашкар хула администрацийĕ çурт-йĕр хăпартакан организацисене аукциона хутшăнма электронлă майпа заявка янă. Шупашкарта кăçал 1-мĕш квартăлта хваттерĕн пĕр тăваткал метрĕ вăтамран 75 000 тенкĕпе танлашать. «Хăрушсăр тата паха çулсем» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, тĕп хулара интеллектуаллă транспорт тытăмне йĕркелесшĕн. Цифра платформине 2024-мĕш çул тĕлне хута ямалла. «Ăслă» тытăма инновациллĕ меслетсене усă курса хатĕрленĕ. Унта светофорсем, транспорт куçса çӳренине тĕрĕслекен датчик, информаципе тивĕçтерекен çул-йĕр хăми тата ытти те кĕреççĕ. Интеллектуаллă транспорт тытăмĕ тӳрех темиçе ĕç пурнăçлĕ: çул-йĕр правилисене пăснине шута илĕ, светофора ĕç-хĕлне, транспорт куçса çӳренине тимлĕ. Шупашкар хула администрацийĕн ертӳçи Денис Спирин, пăкăсем ан пулччăр тесе çул хĕресленнĕ вырăнсенче юр вăхăтра тасатмаллине асăрхаттарчĕ. Елизавета Цветкова, Бахтияр Велиев