Тинех асфальт хума пуçланă
![Тинех асфальт хума пуçланă](http://www.ntrk21.ru/../UserFiles2019/video/202208/22(26).jpg)
Шупашкарти Граждански урамĕнче пурăнакансемшĕн тинех савăнăç çитрĕ темелле. Кунта 4 çухрăм тăсăлакан çулăн сылтăм енчи ярăмне асфальт хума пуçларĕç. Çурла уйăхĕн вĕçĕнче ку ĕçсене вĕçлемелле. Вырăнти ларупа паллашма пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те çула тухрĕ. Ирхине 7:00 сехет. Граждански урамĕнче машин-трактор сасси татăлмасть. Çул тăвакансем ир пуçласа каçчен икĕ сменăпа ĕçлеççĕ. Газпа çыхăннă чăрмавсене пĕтерсен çак эрнере ĕçе тата та хăвăртлатнă. МИХАИЛ МАТВЕЕВ: "Газа трубасене 3 давление "Горгаз" пулăшнип

Шупашкарти Граждански урамĕнче пурăнакансемшĕн тинех савăнăç çитрĕ темелле. Кунта 4 çухрăм тăсăлакан çулăн сылтăм енчи ярăмне асфальт хума пуçларĕç. Çурла уйăхĕн вĕçĕнче ку ĕçсене вĕçлемелле. Вырăнти ларупа паллашма пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те çула тухрĕ.

Ирхине 7:00 сехет. Граждански урамĕнче машин-трактор сасси татăлмасть. Çул тăвакансем ир пуçласа каçчен икĕ сменăпа ĕçлеççĕ. Газпа çыхăннă чăрмавсене пĕтерсен çак эрнере ĕçе тата та хăвăртлатнă.

МИХАИЛ МАТВЕЕВ: "Газа трубасене 3 давление "Горгаз" пулăшнипе пирĕнпе пĕрле ĕçлесе çак участока 4 кун хушшинче хурса "Дорисс" валли ĕç уçса патăмăр. Давление пĕтемпех çĕнĕрен хунă, ылмаштарнă вырăнсем пĕр 50 метр патнелле ылмаштарнă. Çĕнĕ вырăнсем кашни давлени 100 метр таран улăштарнă, хунă".

Ĕçе васкакансем хĕвел çӳле хăпарса çитичченех урамра шавлама пуçлани кансĕрлес вырăнне тинех савăнтарнине палăртаççĕ.

РОЗА ДЕМЕНЦОВА: «Шавĕ, тусанĕ – тахçантанпах тертленетпĕр ĕнтĕ, 2 çул пырать ку пирĕн, анчах мĕн тăвас тен, чăтма тивет, çулĕ кивĕ пулнă, коммуникацине, документсене пула час пулман тесе ăнлантараççĕ прорабсем ахаль çынсене. Чăнах та, халăх пурăнакан микрорайонта çул тăвасси çăмăл ĕç мар ĕнтĕ. Тата ĕнтĕ мĕн савăнтарать пире, авăн уйăхĕнче 17-мĕш троллейбуса яма шантараççĕ. Унсăр пуçне тата 11-мĕш троллейбус та хăйĕн малтанхи маршручĕпе çӳреме пуçлать тесе пĕлтерчĕç».

Шупашкарти троллейбус ĕçченĕсен халĕ канса ларма вăхăт çук. Фруктовăй урамран пуçласа Грасис урамĕ таран пралуксене карнă. Ĕçлемелли тата тепĕр çухрăм юлнă. 10 кунра ăна пурнăçласа çулăн пĕр енĕпе Чапаев поселокне çити троллейбус яма палăртаççĕ. Каялла вара вăл çурçĕр хĕвеланăç районне Энтузиастсен урамĕпе кайĕ.

АЛИНА СУСМЕТОВА: «Иртнĕ эрнере çеç кунта шăтăк-путăкчĕ. Халĕ вара эсир хăвăрах куратăр, хĕрсех асфальт хураççĕ. Кунсерен 25 техника ĕçлет. Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ тĕлне ку енче çула пĕтĕмĕшле уçма палăртаççĕ».