Поздравление Главы Чувашской Республики Михаила Игнатьева с Днем Победы
Хаклӑ ентешӗмӗрсем! Сире Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 74 ҫул ҫитнӗ ятпа пӗтӗм чунтан саламлатӑп! Раҫҫей патшалӑхӗн историйӗнчи ҫак сӑваплӑ кун пирӗн халӑхӑн ҫирӗп пӗрлӗхне, унӑн калама ҫук паттӑрлӑхӗпе чун хавалӗн виҫесӗр вӑйне тата Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑннине сӑнарлать. Вӑл пирӗн чӗресене ҫӗршывӑмӑршӑн мӑнаҫланма хистекен ырӑ туйӑмсемпе ҫупӑрлать! Кирек мӗн чухлӗ вӑхӑт иртсен те, вӑрҫӑ нушисене чӑтса ирттернӗ, ҫапӑҫу хирӗнче тӑшманпа куҫа-куҫӑн ҫапӑҫнӑ, хӑйсен пурнӑҫне тӑнӑҫлӑхшӑн... Читать дальше...