Асăнупа хурлăх кунĕ
Паян Раççейре - Асăну кунĕ. 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче нимĕç фашисĕсем пирĕн çĕршыва тапăнса кĕнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Паян Шупашкарти Мухтав монуменчĕ умне паттăрла пуç хунисене асăнса чечек çыххисем хучĕç.