Добавить новость
ru24.net
Все новости
Октябрь
2022

Хăюллă хĕрарăм арçынсемпе пĕр тан ĕçлет

Чунĕпе черчен пулсан та, ĕçĕпе паттăр та кĕрнеклĕ арçынран та ирттерет. Сăмах – Надежда Иванова çинчен. Хастар хĕрарăм пĕр теçетке ытла çул-йĕр хуçалăхĕнче тăрăшать. Çак тапхăрта вăл 100 çухрăмпа танлашакан çул вăрăмăшне юсаса-çĕнетес çĕре хутшăннă. Хăюллă хĕрарăм арçынсемпе пĕр тан ĕçлеме тата вĕсене ертсе пыма ăçтан вăй кăларать? Çакна пĕлме Юлия Адюкова репортёр та унпа тĕл пулма васкарĕ.

ЮЛИЯ АДЮКОВА: «Вак чул, хăйăр сартармалла, техника ĕçне йĕркелемелле, арçынсемпе пĕр ушкăнра ĕçлемелле. Çул-йĕр хуçалăхĕ Надежда Вячеславовнăшăн ĕç çеç мар, пĕтĕм пурнăç пулса тăнă. Паян та вăл ирхи 7:00 сехетренпе «М7» юсаса-çĕнетекен çĕрте ĕçлет».

Алра – кĕреçе, пуçра вара вун тĕрлĕ шухăш. Надежда Вячеславовна пĕр харăс темиçе тивĕçе пурнăçалать тейĕн. Сарнă хăйăра тикĕслет, экскаватор ĕçне тимлет, ушкăна та тытса пырать. Кунта вăл 2008-мĕш çулта, мăшăрĕ сĕннипе килнĕ. Чылай çул механизаторта вăй хунă хĕрарăма çул-йĕр хуçалăхĕн ĕçĕ хăратман. Пĕрремĕш кунтанах вăл ĕçе яваплăха туйса пурнăçланă. Халĕ те яланах ырă та паха енсемпе çеç палăрать.

ВИТАЛИЙ ЗЕМСКОВ: «Иртсе пыратăп пĕтĕм объектсене тĕрĕслесе пынă чухне, Наджеда Иванова тăрать, апла шанчăклă. Çул çинче тикĕсленĕ чухне хăйăр тикеслеме мĕн чухлĕ сарлакăшне, çӳллĕшне – çавсене вăл лайăх тытса пырать, отметкасенче геодезист хыççăн. Унран шанчăклăрах çын тупаймастпăр эпир паян. Ăна çавăн пек кăткăс ĕçсене хушса паратпăр».

Надежда Чăваш Енре çеç мар, Якутире, Ярославльте, Марий Эл, Мордва Республикисенче те çул-йĕр объекчĕсене тунă. «Çапла майпа тĕнче тăрăх çул çӳретĕп», – палăртать вăл. Надежда Вячеславовна арçынсемпе пĕр ушкăнра ĕçлеме тахçанах хăнăхнă. Хĕрарăмсем этемлĕхĕн вăйсăр çурри текен каларăшпа вăл пач та килĕшмест.

 НАДЕЖДА ИВАНОВА: «Эпĕ арçынсемпе питĕ интереслĕ калаçма пĕлетĕп, вĕсемпе мана кичем мар, питĕ интереслĕ, мана вĕсем нихăшĕ те кÿрентермеççĕ. Çул çинче кайнă чухне, машинăпа, ачасене калатăп, эпĕ çак çул çинче ĕçленĕ, хам ĕçе пурнăçланă. Килĕштертĕп ĕçе, кашни кун ĕçе тухас килет, лайăх кăмăл-туйăмпа ĕçе утатпăр».

Надежда Ивановăн çул-йĕр шухăшĕ ĕçрен кайсан та пĕтмест. Ку ахальтен мар, унăн мăшарĕ, ачисем те çак профессипех тăрăшаççĕ. Ĕçе чунтан парăнса пурнăçлани Надеждăна вăй-хăват кӳрсе тăрать те. Пултаруллă хĕрарăм малашне те çухрăм хыççăн çухрăм парăнтарса çулсене юсаса-çĕнетсе çуран çӳрекенсене те, водительсене те кăмăллăрах тăвасшăн. Юлия Адюкова, Игорь Зверев 




Moscow.media
Частные объявления сегодня





Rss.plus




Спорт в России и мире

Новости спорта


Новости тенниса
Анна Блинкова

Блинкова вылетела во втором круге теннисного турнира в Румынии






В Калуге эвакуировали людей из ТЦ "Московский"

Десять здоровых казаков за 4 млн отправят от Волгограда на Красную площадь

Сотрудники Росгвардии помогли потушить загоревшийся автомобиль в Москве

Как россияне будут обслуживать свои автомобили в 2025 году: результаты опроса выявили неожиданные тенденции