Аграри урокĕсем
Юпа уйӑхӗнче Чӑваш Енри шкулсенче аграри занятийӗсем ӗҫлеме пуҫланӑ. Чăваш Республикин ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал унта 453 ҫын вӗренет, вӗсенчен 214-шӗ – пӗрремӗш ҫул.
Уроксене Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн преподавателӗсем дистанци мелӗпе вӗрентеҫҫӗ. Ку лайӑх пӗлӳ пама пӗрре те чӑрмантармасть. Вӗренӳ ҫулӗ тӑршшӗпех ачасем университет ҫумӗнчи лабораторире иртекен практика занятийӗсене хутшӑнӗҫ, агропромышленность предприятийӗсене экскурсие кайӗҫ.