Добавить новость
ru24.net
Все новости
Октябрь
2022

Салтаксене хавхалану кӳреççĕ

Пулăшу тата хавхалану пурне те кирлĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнса суранланнă салтаксене те тимлĕх уйăрма тăрăшаççĕ. Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕн пуçарăвĕпе республика çыннисем Питĕр хулинчи госпитальте сипленекен çар çыннисем валли парнесем хатĕрленĕ. Вĕсене юпа уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне, Раççейри Ашшĕ кунне илсе çитерме палăртаççĕ.

Чĕрешĕн хаклă, кăмăллă парнесене «Салтака – çыру» акципе килĕшӳллĕн хатĕрленĕ. Шкулта вĕренекенсем çар çыннисене пархатарлă та тивĕçлĕ ĕçшĕн тав туса хавхалану йĕркисем шăрçаланă, ӳкерчĕксем тунă. Çар тумне тăхăннă салтаксем, чечек çыххисем кашни çырурах тĕл пулаççĕ. Вĕсен çумне «Эпир сире кĕтетпĕр», «Эсир пирĕн паттăрсем» тесе çырни чылай. Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Наталья Николаева палăртнă тăрăх, ыр кăмăллăх акцине республикăри предприятире тăрăшакансем, общество пĕрлешĕвĕсем те хастар хутшăннă. Пĕрлĕхлĕ ĕç Питĕр хулинчи Çарпа-медицина госпиталĕнче сипленекен 600 салтака савăнтарĕ. Вĕсен йышĕнче пирĕн ентешсем пурри те паллă. 




Moscow.media
Частные объявления сегодня





Rss.plus




Спорт в России и мире

Новости спорта


Новости тенниса
WTA

Саснович вышла в четвертьфинал парного разряда турнира WTA-250 в Румынии






Тишковец: атмосферное давление в Москве может достигнуть 774 мм ртутного столба

В Оренбурге под стражу взяли администратора Telegram-канала «УТЮГ»

Артисты Московского Современного Художественного Театра провели гастрольный тур

Позднякова: Атмосферное давление в Москве достигло 774,5 миллиметра ртутного столба