Туризма аталантарассишĕн
Чӳк уйăхĕнче Чăваш Ен пĕрремĕш хут туризм аталанăвне сӳтсе явассипе йĕркеленĕ форум йышăнать. Унта «çавра сĕтелсем» иртĕç, этнографи тата ача-пăча туризмĕпе çыхăннă ыйтусене пăхса тухĕç. Тараватлăх йăли-йĕркине сӳтсе явма палăртнă форума хутшăнакансем.
Туризм операторĕсен ыйтăмĕ тăрăх, Раççейре пурăнакансем регионсем тăрăх çул çӳреве тухма кăмăллаççĕ. Тĕрлĕ паллă вырăна автомобильпе ытларах чухне çитме пултараççĕ. Экотуризм, сывлăха çирĕплетмелли курортсене çитсе курма та хирĕç мар вĕсем. Хăна çурчĕсенче çĕр каçса пĕрер кунлăха кӳршĕ хуласене çитес кăмăллисем те çителĕклĕ. Туризм тытăмне çĕнĕ кадрсем хатĕрлес ыйтăва татса парасси пирки те калаçрĕç канашлура. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, туризм енĕпе регион бренчĕсем пулмалла. Унта культура, йăла-йĕркесем, промышленность, çут çанталăк пуянлăхĕ тата ытти енсем кĕреççĕ. Форума çĕршыври туроператорсем хутшăнма палăртнă. Вăл икĕ кун пырать, чӳк уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш тĕррин кунĕнче старт илет.