Юн парасси — хисеплĕ тивĕç
Юн парасси – хисеплĕ тивĕç. Çыншăн ырă туни нихăçан те çĕре ӳкмест теççĕ халăхра. Мĕн чухлĕ ырă тăваççĕ юн паракансем инкеке лекнисемшĕн. Юнĕ вара медицинăра кулленех кирлĕ. Вăл яланах пултăр тесе тăрăшаççĕ те сиплев çурчĕсенче ĕçлекенсем.
Юн вăхăтра çителĕклĕ пулни çын пурнăçне çăлма май парать. Валерий Антонов та çаплах шутлать. Вăл 15 çул юн парать. Çулталăкне сахалтан та виçĕ хут çак ырă ĕçе пурнăçлать Валерий Михайлович.
ВАЛЕРИЙ АНТОНОВ: «Мана хăй вăхăтĕнче пирĕн аннене юн нумай янă. Вара анне пире калатчĕ: «Хăвăрăн сывлăху пур чухне юн пама тăрăшăр», – тетчĕ. Манăн çавă пуçа кĕрсе юлнă. Эпĕ çамрăкранпах юн паратăп. Тата тухтăрсем арçын валли юн пани лайăх тесе калаççĕ».
«Чăнах та, донор çынна пулăшнисĕр пуçне хăйĕн сывлăхне те çирĕплетет», – палăртаççĕ шур халатлисем. Халĕ ятарлă çар операци пынă вăхăтра Валерий Антонов çулталăкне сахалтан та тăватă хут юн пама палăртать.
ТАТЬЯНА СЕМЕНОВА: «Юн памашкăн пирĕн пата кашни кунах çĕре яхăн çын килет. Вĕсен хушшинче çамрăксем те, студентсем те пур, ĕçлекен çамрăксем. Донор çулталăкне кашни икĕ уйăхран килме пултарать. Хĕрарăмсем тăватă хутчен килме пултараççĕ. Арçынсем çулталăкне пилĕк хутчен юн пама пултараççĕ».
«Юн улшăнни организма çав тери кирлĕ. Юн пани çыншăн хăрушă мар", – пĕтĕмлетеççĕ республикăри юн йышăнакан станци ĕçченĕсем.