Добавить новость
ru24.net
Все новости
Октябрь
2022

Юсав хыççăн музей пулать

Республикăри шкулсемпе ача сачĕсене çулсерен тĕпрен юсаççĕ. Вĕрентӳ тытăмне çĕнетесси пирки калакан программăпа кăçал тата çитес çул 15 муниципалитетра 31 пĕлӳ çуртне хăтлăлатмалла. Шупашкарти 10-мĕш шкулта 2023-мĕш çулта тĕп юсав иртмелле.

10-мĕш шкул икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕн Андриян Григорьевич Николаевăн ячĕпе хисепленет. Шăп 60 çул каялла вăл пĕрремĕш хут ачасене йышăннă. Ку пĕлӳ çуртĕнче СССР летчик-космонавчĕпе çыхăннă уявсене анлă паллă туса пыраççĕ. Кăçал Шупашкарти урама Николаев ятне панăранпа 60 çул, унта Андриян Григорьевичăн бюстне вырнаçтарнăранпа 35 çул çитрĕ. Авиацин генерал-майорĕн ячĕпе çыхăннă çавра çулсем нумай. Шăп кăçал тата çитес çул 10-мĕш шкула тĕпрени юсассине те пĕлтерчĕç. Çакна валли 92 миллион ытла тенкĕ уйăрнă. Килĕшӳ тунă ĕнтĕ. Çитес çул ака уйăхĕнчен пуçласа чӳречесене, сантехникăна, урайне улăштармалла. Шкул тулашне те тирпей-илем кĕртĕç. Паллах, аякран курăнса ларакан тăрра та çĕнетсе урăхлатĕç. Пĕлтерĕшли кунта – юсава педагогсемпе ачасем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ те хутшăнни. Шкул мĕнле пулассине шăпах вĕсем палăртаççĕ. Çĕнетнĕ пĕлӳ çуртĕнче Андриян Николаева халалланă музей курасшан иккен.

АЛЕКСАНДР ТУКМАКОВ: «Нумай-нумай çул ĕçлетпĕр Андриян Николаев ячĕллĕ шкулпа. Нумай мероприятисем. Кăна директор та, министр та паллă турĕ. Паянхи кун эпир çак папкăра алă пусса пĕр-пĕринпе килĕшӳ турăмăр. Çак килĕшӳ ахаль кăна мар, вăл анлăрах ĕçлеме малалла пултăр тесе. Паянхи кун эпир шутларăмăр кунта музей уçма. Шкул музейĕ кăна мар, эпир ăна филиал тăвасшăн».

 Таврари ача сачĕсемпе шкулсенчи ачасене тыткăнлакан музей пулмалла кунта. 10-мĕш шкул Андриян Григорьевичăн хĕрĕпе Еленăпа тачă çыхăнура. Вăл ашшĕн ылтăн сехетне шкула парнеленĕ. Çывăх вăхăтра тата та нумай япала вĕрентӳ çуртне çитересшĕн.

АЛЕКСАНДР ТУКМАКОВ: «Кирлĕ, Андриянпа çыхăннă экспонатсем пулаççĕ пуль тесе шухăшлатпăр. Пирĕн патăрта та пулаççĕ, кунта та пулаççĕ. Çав япала питĕ лайăх. Пĕччен кăна ĕçлесен çакăн пек анлă тума çук. Пĕрле ĕçлесен, чăнах та, эпир хамăрăнне те аталантаратпăр, шкул музейĕ те паллă пулать». 




Moscow.media
Частные объявления сегодня





Rss.plus




Спорт в России и мире

Новости спорта


Новости тенниса
ATP

Роттердам (ATP). 2-й круг. Медведев встретится с Беллуччи, Хуркач – с Лехечкой






«Погрызу твои косточки». Курьер популярного магазина угрожал покупательнице

Уролог Лубенников назвал два условия для хорошей эрекции

Страны СНГ обсудили следующий этап программы развития мирного атома

421 л.с., полный привод – подробный разбор китайского кроссовера