Добавить новость
ru24.net
Новости по-русски
Сентябрь
2021

«Культура çул çӳревĕпе — музее»

 

QR-кодпа усă курса тӳлевсĕрех республикăри культура учрежденийĕсене те çитме май пур. «Культура çул çӳревĕ – музее» пуçару республикăра канмалли кунсенче пĕрремĕш хут иртрĕ. Хальхинче унта Чăваш патшалăх ӳнер, Чăваш наци, Шуршăлти космонавтика музейĕсем хутшăнчĕç. QR-код паллăпа кĕтсе илеççĕ халĕ куракана культура учрежденийĕсем. Чи малтанах кăшăл чиртен сыхлăх шĕвекне яртарнине çирĕплетекен хут е код кăтартмалла куравпа паллашма килекенĕн. «Культура çул çӳревĕ – музее» пуçару çинчен чылайăшĕ социаллă тетелтен пĕлнĕ. Шупашкарти 40-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Александр Степанов, калăпăр, чăваш халăх художникĕн Праски Виттин ĕçĕпе паллашма чăтăмсăррăн шăматкуна кĕтнĕ. «Унăн кашни ĕçĕ хăйнеевĕрлĕхпе тыткăнлать», – тет вăл. АЛЕКСАНДР СТЕПАНОВ: «Манăн шутпа, çынсене QR-код пуррипе çукки çине уйăрни вăл ирĕклĕхе кăштах чарнине пĕлтерет. Анчах та лару-тăрăва пирĕн ăнланмалла. Ку вăл пирĕншĕн тăвакан япала. QR-код пулни тата вакцина урлă тухни, манăн шутпа, вăл кирлех». Валерий Северянин ĕçĕсемпе тата ытти куравпа паллашма сĕнчĕç музей ĕçченĕсем QR-кодпа килекенсене. Çавăн пекех кăшăл вирусран сыхлăх шĕвекне шала яртаракансене тӳлевсĕрех Чăваш наци музейĕн ĕçченĕсем Петр Егоров архитектора, Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене чавакансене халалланă куравсемпе паллашма май туса пачĕç. ИРИНА ИВАНОВА: «Çакнашкал акцие йĕркелени, манăн шутпа, вырăнлă. Чăнах та, чылайăшĕ пандеми вăхăтĕнче килтен те тухса çӳреме тăхтаса та тăрать. Анчах та культура учрежденийĕсене çавăн пек вакцинациленĕ, чир-чĕртен сыхланнă çынсем пырасса пĕлетĕн пулсан тухса çӳреме хăрушлăх çук пек туйăнать». ОЛЬГА КУШМАНОВА: «1-мĕш кунранах пирĕн пата «Пушкин карттипе» çынсем килме пуçларĕç. Вăл уйрăм куравсем кăна мар, эпир музейпа 56 мероприяти хатĕрлерĕмĕр. Вĕсем экскурсисене те килеççĕ. Музей, мастер-классем, тĕрлĕ программăсене. Уйрăмах 1-мĕш гимназипе 17-мĕш шкул çинчен калас килет. 10 группа ытла пирĕн музея çак программăпа килчĕç». Шупашкар районĕнче çуралса ӳснĕ Ольга Падюкова пуласлăхне фельдшер профессипе çыхăнтарасшăн. Пушă вăхăта сая ямасăр канмалли кун музейри стендсене тимлĕ тишкерет. 20 çулти хĕр нумаях пулмась «Пушкин карттине» илсе культура учрежденийĕсене çитме тĕллев лартнă. Хальлĕхе пĕчченех, тантăшĕсем канмалли кунсерен музейсем тăрăх çӳреме хатĕр мар. ОЛЬГА ПАДЮКОВА: «Эпĕ питĕ культурăллă мероприятисене çӳреме юрататăп. Музейсем, выставкăсем, театр. Анчах та вăхăт сахал пирки ялан çӳресси пулмасть. Мана кунта пĕтĕмпех килĕшет. Питĕ нумай ӳкерчĕксем. Çынсем мĕнле пурăнни, мана питĕ интереслĕ». Малашне Ольга тĕнче культурипе паллашас шухăшлă. Питĕр, Мускав хулисенче иртекен куравсене кайса курасшăн

СВЕРНУТЬ

 




Moscow.media
Частные объявления сегодня





Rss.plus




Спорт в России и мире

Новости спорта


Новости тенниса
Владимир Иванов

Бадминтонист Владимир Иванов возглавил минспорт Челябинской области






Ликсутов: в ОЭЗ «Технополис Москва» улучшили транспортную доступность

Филиал ПАО «Россети» модернизирует коммутационное оборудование крупных питающих центров Подмосковья

Посол раскрыл создаваемые НАТО угрозы

Европа бьет по себе, запрещая реэкспорт российского СПГ