Балет фестивалĕ вĕçленчĕ
Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче балет фестивалĕ вĕçленчĕ. Кăçалхипе 23-мĕш хут иртнĕ уяв та куракана çĕнĕлĕхсемпе тĕлĕнтерчĕ. Гала-концертра фестивальте пулнă спектакльсенчи сыпăксене кăтартрĕç. Тĕнчери ытти чаплă ташăсемпе те киленме пултарчĕ куракан.