Чăваш Енри прокурорсен те халĕ хăйсен аллейи пур. Ăна çĕршывра тата республикăра прокуратура йĕркеленнине халалланă. Хальлĕхе çĕнĕ аллейăра 24 кăвак чăрăш вăй илет. Ахаль чухне вĕсен аллинче – административлă штраф пани е уголовлă ĕç пуçарни пирки документсем. Хальхинче вара хутсемпе калеме кĕреçепе витресем улăштарчĕç. Республикăри прокуратура ĕçченĕсем шӳтлесе, кулса йывăç лартаççĕ. Раççей прокуратури пуçланса кайнăранпа 300 çул çитнине халалласа кунта аллея тума палăртаççĕ вĕсем. Пакунлисем хăйсем çеç ма
<p><span>Чăваш Енри прокурорсен те халĕ хăйсен аллейи пур. Ăна çĕршывра тата республикăра прокуратура йĕркеленнине халалланă. Хальлĕхе çĕнĕ аллейăра 24 кăвак чăрăш вăй илет. Ахаль чухне вĕсен аллинче – административлă штраф пани е уголовлă ĕç пуçарни пирки документсем. Хальхинче вара хутсемпе калеме кĕреçепе витресем улăштарчĕç. Республикăри прокуратура ĕçченĕсем шӳтлесе, кулса йывăç лартаççĕ. Раççей прокуратури пуçланса кайнăранпа 300 çул çитнине халалласа кунта аллея тума палăртаççĕ вĕсем. Пакунлисем хăйсем çеç мар, çитĕнекен ăрăва та хăйсемпе пĕрле йывăç лартма чĕннĕ. ВАЛЕРИЙ ГРИШИН: «Йывăçсем лартни çутçанталăка пулăшать. Хула çыннисене уçă сывлăш парать. Эпир лартнă çĕре хамăр ачасене те чĕнтĕмĕр. Вĕсем пирĕнпе пĕрле ĕçлесе малашне çак йывăçсене пăхса тăрасса шанатпăр. Чăваш Республикин прокуратура ĕçченĕсем, вĕсен çемйисем, ачасем валли малашне те килсе çӳреме тăрăшаççĕ. Йывăçсене шăварса, кăпкалатса пăхса тăраççĕ. Ку вĕсем валли кану вырăнĕ пулать». Республика прокуратури çывăхĕнче, кӳлемĕшпе юнашар – ку кану вырăнĕ саккуна тытса пыракансене çеç мар, хула çыннисене те илĕртмелле. Аллейăра 24 кăвак чăрăш вăй илмелле. ЮРИЙ СОКОЛОВ: «Ку хунава 6 çул. 1 метр çӳллĕш ӳснĕ вăл. Ÿстерме питĕ йывăр. Вĕсене сапмалла, вăхăтра çăмламалла. Вĕсем те йĕркене юратаççĕ». Вăхăтлă шăварса тăрсан, курăк çулнă чухне тымарне лектермесен чăрăшсем вăй илмеллех. Вĕсен хисепĕ 2022-мĕш çулта тата та ӳсмелле. Ара, пакунлисем çитес çул республика прокуратури йĕркеленсе кайнăранпа 100 çул çитнине халалласа кунта тата та йывăç лартма палăртаççĕ. Алина Сусметова, Татьяна Трофимова, Сергей Емельянов</span></p>
The latest friendship-ruining co-op game on Steam is a punishing platformer where you're chained to your pals, and it's about to crack 100,000 concurrent players
Прохождение элитного подземелья «Лесной алтарь» в Tarisland
'Maybe this new Stardew Valley-like game is pretty good' I said to myself after blearily noticing I'd played it until 2 in the morning
'I absolutely suck at video games': Hidetaka Miyazaki discusses how he prepped for Elden Ring: Shadow of the Erdtree