Çуран çӳрекенсен йĕркене пăхăнмалла
11 уйăхра Шупашкар хулинче çул-йĕр çинче 361 инкек пулнă. 10 çын пурнăçĕ татăлнă, 422 çын суранланнă. Çул урлă çуран каçакан 27 çынна машина çапса хăварнă. Вĕсенчен 20-шĕ – ачасем. Халăха асăрхаттарас тĕллевпе çул çӳрев хăрушсăрлăхĕн инспекцийĕн ĕçченĕсем час-часах рейдсем ирттереççĕ. Хальхинче те вĕсем хула урамĕсенче йĕркене пăсакансене тытса чарчĕç. Çак хăрушă инкек раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче Шупашкар хулинче пулнă. «Афанасьева урамĕ» чарăну çывăхĕнче çул урлă çуран каçакан правилăсене пăхăнмасть. Читать дальше...