Атте пехилĕпе телейлĕ
Элĕк тăрăхĕнче çуралнă, кайран Çĕмĕрле районĕнчи Юманай шкулĕнче вĕрентекен пулса ĕçленĕ Севастиан Архипов çинчен нумайăшĕ пĕлеççĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи унăн шăпинче тарăн йĕр хăварнă. Йывăр суранланнă пулин те этемлĕх туйăмне аслă педагог çухатман. Ачасене, пурнăçа питĕ юратнă, мăшăрĕпе 5 ача ӳстернĕ. «Нихçан та никам та унран сивĕ сăмах илтмен», – теççĕ ун пирки ентешĕсем. Çак кунсенче Севастиан Архипов çуралнăранпа 101 çул çитнине халалласа асăну каçĕ иртрĕ. Севастиан Архипов кунта питĕ телейлĕ курăнать. 2013 çул. Автансăр яла ăсаниччен пĕр çул маларах. Тăванайри тăван шкула вĕрентекенсемпе çамрăксемпе тĕл пулма килнĕ вăл. Мăшăрĕ, ачисем ăна алăран вĕçертмеççĕ. Кунта вăл чи хаклă, кĕтнĕ хăна. Шкул унăн ячĕпе хисепленет. Вăрçă хирĕнчен аманса таврăннăскер тӳрех шкула çул тытнă. Арканнă чиркӳ вырăнĕнче ларнă пĕлӳ çуртне вăл ир-ирех васканă. Хăй те вутă çурни пулнă, çынсене те ятарласа тара тытнă. Кăмакана хутмалла-çке, ачасене ăшăра тытмалла. Вĕсемпе вăл питĕ лăпкă калаçнă, пĕрре те хаярланса кăшкăрнине ас тумастпăр теççĕ унта вĕреннисем. НИКОЛАЙ ДМИТРИЕВ: «Юманай шкулĕнче вăл чи-чи йывăр тапхăрта ĕçленĕ, мĕншĕн тесен вăл вăхăтра вăрçă хыççăнах чиркӳ пулнă вырăнта 2 хутлă кайрантарах. Вăл ертсе пынипе 1 хутлă ăшă шкул тутарать. Этемлĕх пирки каласан – вĕрентсе калатчĕ, асăрханăр тетчĕ. Вĕрентетчĕ». «Атте шкултан килетчĕ те пире мечĕк пек çӳлелле ывăтатчĕ, унтан пурте пĕрле курăк çине е урайне кайса ӳкеттĕмĕр. Вăл кулма, юрлама юрататчĕ», – аса илет унăн хĕрĕ Вера Архипова. Александр Артемьев, Федот Орлов, Никифор Ваçанкка, Петр Сизов, Герасим Пилеш, Илле Тукташ тата ытти фронтовик Севастиан Архиповпа питĕ туслă пулнă. Шкула, вăл пурăнакан кил-çурта час-часах килсе çӳренĕ. ВЕРА АРХИПОВА: «Атте икĕ çурма тăлăха юлнă ачана хăй çуначĕ айне илчĕ. Пăхса ӳсрĕç. Вĕрентекенсем пулса тăчĕç. Тепри – кĕçĕнни Надежда ачасемпе пĕрле ĕçлесе ĕмĕрне ирттерчĕ. Пирĕн династие 550 çул çитрĕ». Севастиан Архипов Киеври ятарлă çар округĕн артиллери полкне лекнĕ. 1940-мĕш çулта связист специальноçне алла илнĕ. Тепĕр çулхине сержанта полкпа пĕрле Хĕвел анăç Украинăри Портянки станцине кайнă. Çĕртме уйăхĕнче çĕрле тревогăпа вăратса чикĕ патне Владимир Волынск хулине янă ăна. СЕВАСТИАН АРХИПОВ: «1941 çулта ман таврăнмаллаччĕ. Çав çул июньте вăрçă. Май уйăхĕнче пире граница хĕрне илсе кайрĕç. Петропавловск-Камчатский çак хула çывăхĕнче нимĕçсене тĕл пултăмăр. Тапăнса кĕчĕç те вăрçă пуçланса кайрĕ». ВЕРА АРХИПОВА: «1943 çулта аттене амантаççĕ. Переяслав-Хельницкий хулинче чĕре çумĕнче 71 çул хушши фашист пуллине çĕклесе çӳрерĕ. Каçхине вăранса каятчĕ, ахлататчĕ, пире ыратнине нихçан та кăтартман. Мана ыталаса илчĕ те калать. Верук хĕрĕм, эпĕ хамăн пурнăç кĕнекине вуласа тухрăм. Манăн ĕçе малалла тăсăр, чăвашлăха аталантарас ĕçре халăхпа пулăр ĕçре. Эпир çавăн пек пысăк чĕреллĕ çын ачисем пулнăшăн савăнатпăр». Севастиан Архипов Польшăра комендант пулнă чухне аристократсен çуртне лекнĕ. Унтан вăл Пушкинăн нимĕçле куçарнă томне, географи карттине илсе килнĕ. Ку тата ытти экспонатпа Çар мухтавĕн музейĕнче йĕркеленĕ куравра паллашма пулать. Регина Кубайкина, Георгий Кривошеин