Добавить новость
ru24.net
Новости по-русски
Январь
2022

Çынсемшĕн тăрăшаççĕ

Музей уçмалла, архива пĕр çĕре пухмалла, хутсене цифра мелĕ çине куçармалла. Республикăри судмедэкспертизăн бюровĕ самана таппипе тан утать. Ĕçе кунта цифра хатĕрĕсемпе пурнăçлаççĕ. Пурне те мар пулсан та ун патне пыраççĕ. Ĕç-хĕле тĕпрен улăштарнă. Сăмахран, Улатăр больницинче çын сипленет. Унăн Чăваш Ен тĕп хулине сыватмăша килмелле. Кирлĕ материалсене пухса Чăваш Республикинчи судмедэкспертизăн бюровĕ тӳрех Шупашкарти больницăна ăсатать. Ку вăхăта та самай чакарать, бюро ĕçченĕсен ĕçне те çăмăллатать. Альбина Иванова кунта 20 çул ытла ĕçлет. Çынсене усăллă пуласси, пулăшасси яланах тĕп вырăнта палăртать вăл. АЛЬБИНА ИВАНОВА: «Эпир тухтăрсене валли препаратсем хатĕрлетпĕр. Çак аппаратпа микротонпа касатпăр та ăшă шыв çине хурса кантăк çине хуратпăр. Кайран сăрлама яратпăр. Сăрласа пĕтернĕ хыççăн тухтăрсене кайса паратпăр та тĕрĕс диагноз лартма пултараççĕ». Вĕсен ĕçĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ. Витĕмлĕ тĕрĕслеврен çын пурнăçĕ килет. Чире тĕрĕс палăртсан унпа кĕрешме те ансатрах, çын та часах сывалать. Çулталăкне кăна бюрора 40 000 ытла çынăн материалĕсене тишкереççĕ. Республикăри судмедэкспертизăн бюровĕн çурчĕ çулсерен çĕнелсе пынине те палăртмалла. Тăрă юсанă, пӳлĕмсене çĕнетнĕ, тавралăха хăтлăх кĕртнĕ. Иртнĕ çулта виççĕмĕш хута çĕкленĕ. Республика хыснинчен çак ĕçе тума 42 миллион тенкĕ çурă уйăрнă. Кăçал кунта тата çĕнĕ хатĕр-хĕтĕр туянма палăртаççĕ. Ăна валли кирлĕ хутсене хатĕрленĕ ĕнтĕ. Алексей Зотиков, Георгий Кривошеин




Moscow.media
Частные объявления сегодня





Rss.plus




Спорт в России и мире

Новости спорта


Новости тенниса
Australian Open

Теннисистка Блинкова выиграла первый круг Открытого чемпионата Австралии






В понедельник из Пулково из-за непогоды не могут вылететь 26 рейсов

Профессор Ван Цзисы: Трамп не сможет привлечь РФ на сторону США для борьбы с КНР

Гастрономические бутики — точка притяжения. Как строительство влияет на формат продуктовых рынков

Счастливый час в хаммаме